Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрмана (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана шанса тухнӑ-и эс вӑрмана?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрмана вӗсем чылай шала, Изьяр ятлӑ кӳлӗрен иртсе татах ултӑ ҫухрӑма яхӑн хӗвелтухӑҫ-кӑнтӑр еннелле кӗнӗ (ку таврашра ытларах шурӑ кӑмпа ӳсет).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанах пӗр-пӗринпе тимлешсе йышӑну туса, паян вӗсем виҫҫӗн — Пурис тата икӗ йӑтмарҫӑ — ҫак учреждени машинипе вӑрмана кӑмпана килнӗччӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку чунсӑрлӑхпа пӗр-пӗр урапа-машина тавраш чупакан мӑн ҫул ҫинче янкӑр кун ҫутинче тӗл пулнӑ пулсан Ула Тимӗр, ӑна чӗрене те хывмасӑр, ун ҫине, тен, алӑ та сулнӑ пулӗччӗ, халь ҫинче вара, шав вӑрмана каҫ хупласа килнӗ вӑхӑтра, шофер ӑна юри киреметленӗ, инкек ланкашкине ла-ап! тапса хӑварнӑ пек туйрӗ, вара хӑй те сиссе юлаймарӗ — савӑлламан савӑла савӑлламан савӑлпах ҫапса ячӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Прачакӑн тепӗр енӗпе лӑсӑллӑ, сайхахлӑ вӑрман (кӑтра лӑсси-турачӗсем чӑн тӑрринче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ та вӑрмана ҫиелтен кӑпӑш симӗс ваткӑ пек витсе тӑраҫҫӗ) шав тӑсӑлать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрмана хӑрӑк-марӑкран, ҫатракаран, шӗкӗ тӗкӗннӗ е мӑкӑлтаннӑ йывӑҫсенчен, кӑмӑртан тасатма, типтерлеме алӑ та, укҫатенкӗ те патшалӑхӑн ҫитмест пулсан, кама кирлӗ, ҫавна укҫа тӳлемесӗрех ирӗк памалла мар-ши касма е кӑклама?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ватӑ енне сулӑннӑ лиственница та (унӑн варринчи лӑпсӑркка тураттисем ҫине пӗр пусӑм пӑчӑр сырӑннӑ), йӑпӑш тӑрӑллӑ уртӑш та вӑрмана хӑйсене евӗр хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ир тӑратӑн та вӑрмана — кайӑк сасси итлеме.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫавӑнпа та хӗрарӑм бригадир ҫамрӑксене яла таврӑнма ирӗк пачӗ, вӑрмана кӗрсе курма сӗнчӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Тахҫан Миколӑпа пӗрле ҫӳренӗ вӑрмана пырса тухрӗ вӑл.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Часах ҫитрӗ вӑл вӑрмана, кӑларса янӑ вӗсене.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Авдейсен ушкӑнӗ вӑрмана шаларах кӗчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗтӗм вӑрмана янӑратса, илемлӗ кӗвӗ шӑранать, карусельсем ҫаврӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хальхинче те Лариса ҫамрӑксене вӑрмана кайма сӗнсен, хӗрсемпе каччӑсем пӗр сӑмахсӑр уҫӑлса ҫӳреме килӗшрӗҫ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑрмана кайиччен атьӑр-ха, паян унта кайса килетпӗр, — Тимошӑна чарса тӑратрӗ Тамара.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Айтӑр паян вӑрмана.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ну, ывӑлӑм, вӑрмана ҫитсе куртӑн-и?

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗҫех вӑл вӑрмана ҫитсе кӗчӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫутҫанталӑк илемне парӑннипе вӑхӑт иртнине те сисмерӗ каччӑ, анӑҫлӑх пушар чухнехи пек хӗрелсе кӑварлансан тин вӑрмана ҫитме пулнине аса илчӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Салтак вӑрмана мӑн ҫулпа мар, ял ҫумӗпе пуҫланакан улӑх тӑрӑх кайма шутларӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней