Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗклех ир тӑма хӑнӑхнӑскер, старшинасем: «Подъем!» — тесе кӑшкӑриччен чылай малтан вӑранать, апат ҫитмест тесе те ӳпкелешмест.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫуркунне мӗнпур тӗнче вӑрӑм ыйхӑран вӑранать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Вӗсем шӑпланса выртнине кура катари шӑпчӑк вӑранать.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫуралнӑранпах ялта пурӑнакан ҫын тарӑн ыйхӑра та кил таврашӗнчи ӗҫ ҫинчен шухӑшлать пулмалла, кирлӗ вӑхӑтра самантлӑх та пулин вӑранать, ҫавна асӑрхарӗ Таранов.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫуркунне пӗтӗм тӗнче вӑранать.
Ҫуркунне вӑранать, тӗрлӗ ӗҫ хушӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60606
Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ – ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать, ҫут ҫанталӑк вӑранать, пире савӑк кӑмӑл парнелет.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d
Чӗре тӗпне тахҫан ларса ҫирӗпленнӗ, манӑҫма пуҫланӑ хуйхӑллӑ туйӑмсем те, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл та пӗтӗмпех ҫӗнӗрен вӑранать.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
— Эрех ӗҫкелесен манра та тӗтӗм шӑршиллӗ, чун тулашӑвӗллӗ арҫын вӑранать.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Шӑппӑн-шӑппӑн вӑранать тавралӑх.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ӗҫлеме пуҫланӑранпах ҫакӑн пек ӑшӑ кулӑпа вӑранать вӑл, ҫуркуннехи кӑмӑллӑ хаваслӑх кун каҫипе те сӳнмест вара.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Шӑппӑн-шӑппӑн вӑранать тӑван тавралӑх, хӑйӗн асамлӑ ҫутипе ерипен, ҫав тери ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнсе ыйхӑ пирӗштийӗсене вӗҫтерсе ярать.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ирхине те пуринчен малтан вӑранать.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
— Хӑна кӗҫех вӑранать…
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Вӑранасса Альберт темле сасӑсем илтӗннипе вӑранать.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Алӑк сассипе вӑранать Альберт.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Тӗрлӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнччӑр кӑна, ҫутҫанталӑк та «вӑранать»: унта та кунта ҫӗр чӗтренет, ҫӳллӗ тусем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, аҫа ҫапса тайгана вут хыптарать…
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗри вӑранать, тепри ҫывӑрмасть.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫын аталаннӑҫем ӑна вӑй кӗме тытӑнать те, арҫын пулсан ун ӑшӗнче (ӳтӗнче) ар туйӑмӗ, хӗр пулсан ама туйӑмӗ вӑранать.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Старик «вӑранать» те Янтул ҫине йӑлӑнса пӑхать.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Тухмалла марччӗ кӗҫӗр», — вӑранать ун ӑшӗнче ӳкӗнӗҫлӗ шухӑш.«Эх, не надо было выходить ночью, не надо», — свербит в мозгу укорная мысль.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.