Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑйсӑрланса (тĕпĕ: вӑйсӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кит тытас ӗҫ Ҫурҫӗр Атлантикӑра XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнче, Лӑпкӑ океанӑн ҫурҫӗр пайӗнче XIX ӗмӗрӗн варринче вӑйсӑрланса каять.

Перепромысел привёл к упадку китобойного промысла в Северной Атлантике в конце XVIII века, а в северной части Тихого океана в середине XIX века.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ун куҫӗ умӗнчех шалти ҫулӑм вӑйсӑрланса пычӗ!

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑмӑр вӑйсӑрланса лӗштӗр усӑнчӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та вилмелле хӑрушӑ ҫавраҫил те вӗҫсӗр пулмасть, ҫак пылчӑклӑ элек те ялӑн тусанлӑ урамӗсем тӑрӑх тӑраниччен ҫаврӑнса ҫӳрерӗ те вӑйсӑрланса чакса ларчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

265 ҫынтан 18 ҫынӗ ҫеҫ, вӑйсӑрланса ҫитнӗскерсем, каялла таврӑннӑ.

Из 265 человек возвратились только 18 измученных, ослабевших людей.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Офицер сасси вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрланса пычӗ.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Санюк начар апатпа пурӑннӑран шурсах кайрӗ, вӑйсӑрланса пычӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн пӗтӗм кӗлетки вӑйсӑрланса ларчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хурана ҫакма йывӑр, Марине пӳрнисем, вӑйсӑрланса, чӗтрекен пулчӗҫ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Коммунистсен партийӗ хӑйӗн членӗсем умне ҫакӑн пек задача лартрӗ; ӗҫсӗр ҫынсем йышланса пыни промышленноҫри мӗнпур отраҫлӗсем, вӑрҫӑ хатӗрӗсем тӑвакан промышленнӑҫсӑр пуҫне пурте, вӑйсӑрланса юлнинчен килнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухмалли хӗҫпӑшалсене халӑх шучӗпе кӑларнине, ку халӑх интересӗсене хирӗҫле тунӑ ӗҫ пулнине ӑнлантарса памалла.

Коммунистическая партия поставила перед своими членами задачу: разъяснять массам, что рост безработицы — это следствие прежде всего упадка всех отраслей промышленности, кроме военной, что гонка вооружений для антисоветской войны ведется за счет народа и направлена против его интересов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӑх татӑклӑ ним те йышӑнмасӑрах саланчӗ пулсан та, пухуран Михха ӑншӑрт ҫапса хуҫнӑ пек вӑйсӑрланса таврӑнчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх щавӗ вӑйсӑрланса пычӗ, юлашкинчен пачах лӑпланчӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, сивчир хыҫҫӑн вӑйсӑрланса юлнӑ пек, пукан ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑлтавӗсене калама йывӑр, анчах ханлӑх вӑйсӑрланса юлчӗ.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑнкӑрчӗ юрлама мар, апат та ҫимест, начарланса, вӑйсӑрланса кайрӗ.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Кӗркунне атте вӑйсӑрланса ҫитрӗ, типсе хӑрса кайрӗ, туяпа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Улӑхра, Атӑл хӗрнелле, вут ҫутисем пӗр вӑйсӑрланса, пӗр вӑйлӑн ҫуталса куҫа илӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл юн кайнипе вӑйсӑрланса юлнӑ шӑм-шакне пӑртак та пулин хытарса каллех ҫаврӑнма хӑтланса пӑхрӗ.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Марье аппӑшӗн сывлӑхӗ кунсерен вӑйсӑрланса пыни те ҫак ҫулах суйлама хистерӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ватӑ та вӑйлӑ кайӑксем малта вӗҫнӗ, ҫамрӑккисемпе вӑйсӑрланса ҫитнисем вӗсем хыҫҫӑн пынӑ.

Впереди летели старые, сильные лебеди, сзади летели те, которые были моложе и слабее.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней