Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑйпах (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ хӑйне, Вовӑна ӗнтӗ, выляма урама вӑйпах кӑларса ярсан, ҫанталӑк начар тӑнӑ чух, Вова ҫав пусма картлашки айнелле чӑмать.

Помоги переводом

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова вара, хӑйне вӑйпах урама выляма кӑларса ярасса сиссе, кивӗ тумтирӗсене диван пуҫне паҫӑрах пуҫтарса хунӑ.

Помоги переводом

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Ӑна хӑвӑрах паратӑр-и е вӑйпах туртса илмелле?

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Э-э, апла пулсан, — тиреке вӑйпах туртма тытӑнать Володя, — кӑларса парар пуль.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Атя, атя», — текелесе асламӑшӗ Вихтӗре вӑйпах ҫавӑтса пырать.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑкӑрӗ-ҫурӑмӗ ҫине те медальсем ҫакса тултарнӑ хастар разведчик хӑвӑрт шӑвӑнса ҫитет унта, хӗвел ҫаврӑнӑш тунине — элес-мелес хӑрушӑ гранатӑна — ывӑтать те тӑшмансен аманнӑ генералне, Варук Вали ятлӑскерне, хамӑрӑннисем патне вӑйпах ҫавӑтса каять.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Паллах, сирӗн пата кунта илсе килме эп ыйтман, мана вӑйпах илсе килчӗҫ ҫак психушкӑна.

Помоги переводом

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑйпах каялла камерӑна туртӑнчӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл Сухви аллине хӑйӗн ҫинчен сирчӗ, унӑн тӑрантасран тытнӑ аллине вӑйпах уйӑрчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӗрарӑмсем Илепие икӗ енчен ҫавӑтрӗҫ те вӑйпах колхоз правленине илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мана хамӑрӑн тенкӗсем кирлӗ, хамӑр патшалӑхра пурӑнатпӑр, кунта вӑйпах нимӗн те сӗнмеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ют ҫӗршыв укҫисемпе Мускавра пурӑнаҫҫӗ, пире те вӗсемпе вӑйпах усӑ куртараҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл хӑй патне ӗҫлеме чӗннӗччӗ, вӑйпах адрес панӑччӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирейӑн кӗсйисене вӑйпах ухтарса, рядовой ҫӗр тенкӗллӗ тӑватӑ укҫа туртса кӑларчӗ, вак укҫасене сӑптӑрса илме те именсе тӑмарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Аппӑшӗ Камайа вӑйпах укҫа тӗксе парать.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Кӑтӑрса кайнӑ арӑм, хыттӑн калаҫнӑ май шӑл хушшипе хӗм сирпӗтсе, анкӑ-минкӗ упӑшкине вӑйпах хаҫат тыттарать.

Помоги переводом

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тӑр! — ҫухаран вӑйпах ҫӗклесе тӑратать Уртем.

Помоги переводом

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл та питӗ пырасшӑнччӗ, амӑшӗ, сӑлтав тупса, ӑна вӑйпах хӑварать: «Эсӗ эпир киличчен апат пӗҫер. Какайне, ялтан илсе килнине, веҫех яр. Пӑсӑлать пурпӗр», — тет.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левене кӑкӑртан ярса тытать, вӑйпах айккинелле вӑркӑнтарма пӑхать.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑт вӗт, тӑванӑмсем, вӑхӑт мӗн хӑтланать: ватӑлас, ах, пӗртте ватӑлас килмест — вӑл, вӑхӑт, вӑйпах ватӑлтарать.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней