Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртрӗҫ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Государство влаҫӗн тӑхлан алли — ҫара илмелли ҫамрӑксене вӑрҫа кайма вӗрентсе хатӗрлени, стрэжери тата вӑрҫа хатӗрленес тӗлӗшпе ӗҫлекен фашистла организацисем урса кайсах тискерленни — ҫамрӑксен хулпуҫҫийӗсем ҫине чӑтма ҫук йывӑррӑн килсе выртрӗҫ.

Тяжело легла свинцовая рука государственной власти на плечи молодежи: допризывное обучение, стрэжерия и многие другие насильственно военизированные и фашизированные организации.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Туссем пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫывӑрма выртрӗҫ, ҫӗрӗпех хӑйсен йывӑр шӑпи ҫинчен шухӑшласа асапланчӗҫ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах туссем, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр, кашни хӑйӗнне шухӑшласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ассӑн сывласа выртрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пашалӑвӗ пиҫсен, ӑна пуҫ айне хурса, тӗлӗк асӑнса выртрӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑйсем вӑйӑ саланасса кӗтмесӗрех ҫаранӗ ҫине таврӑнчӗҫ, Ануксен хӳшшине кӗрсе выртрӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти ҫамрӑксем те, чупа-чупа килсе, сулхӑна выртрӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫи кил хушшине кӗрсен, икӗ амбар умӗнчи икӗ пысӑк йытти ачашланса ҫӗре выртрӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем стаканри эрехе ҫурмалла ӗҫрӗҫ те иккӗшӗ пӗр чаппанпа витӗнсе выртрӗҫ.

Помоги переводом

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тахҫанах хӑталаннӑ мӑрсасем ҫав каҫ тата нумайччен калаҫса выртрӗҫ.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗри-тавра хуҫӑк сӑнӑсем, авӑнса пӗтнӗ хӗҫсем, сулнцӑсем, хуҫасӑр юлнӑ чекансем, бердышсем выртрӗҫ, вӗсем ҫине ҫын виллисем купаланчӗҫ, — ҫапӑҫу хӗрӳлӗхӗ пӗрре те сӳнмерӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пищальниксем ҫавӑнтах кимӗсемпе пӗренесем хыҫне кӗрсе выртрӗҫ, унта та кунта пищаль тупӑ евӗр чӑшлатса пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем ӗнтӗ Кучак ҫыннисем хӑйсен ӗҫне часрах пӗтерессе ҫеҫ кӗтсе выртрӗҫ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗм пулас умӗн вӗсем таҫтан пӗр витре пиҫнӗ пулӑ тупса килчӗҫ, ӑна ним хӑварми ҫисе ярса темле хӳшше ҫывӑрма кӗрсе выртрӗҫ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр самантран иҫниксем иккӗшӗ те ҫерем ҫинче ним пӗлми выртрӗҫ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн нумайӑшӗ шыва кӗме пуҫларӗҫ, хӑшӗсем канма выртрӗҫ.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иванюкпа Шӗшлӗ тӑрантас сулхӑнне выртрӗҫ.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑнтӑрлахи апатра ҫӑкӑрпа хӑяр ҫинӗ хыҫҫӑн канма выртрӗҫ.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Салтаксем шӑкӑр-шакӑр ҫех хывӑнса выртрӗҫ ҫывӑрма.

Солдаты шумно и быстро разделись и улеглись.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан урайне кӗҫҫе сарса выртрӗҫ.

Потом раскинули на полу кошму, Мигулай,

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурӑ чулсем хур кӗтӗвӗ пек тухса выртрӗҫ.

Белые камни издалека были похожи на стаю гусей.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней