Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вылятса (тĕпĕ: вылят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирех вӑй илсе тухнӑ лӗпӗш вӗлтӗртетсе ман ҫӑм атӑ кунчи ҫине ларса пӑханҫи турӗ, ҫунаттисене вылятса пӗр кана кансан хӑй ҫулӗпе вӗлтӗртетсе кайрӗ.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Лешӗ, кунашкаллине кӗтменскер, ним тума пӗлмерӗ, пӗрре унталла кускаларӗ, тепре кунталла, шиклӗн ши-ши текелерӗ, шӗвӗр сӑмсине сывлӑшра вылятса илнӗ хыҫҫӑн кӗпе ҫухин хутламне йӑпшӑнчӗ те шӑпӑрт пулчӗ.

Помоги переводом

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл Вовӑна шанмасӑртарах, иккӗленсе, духи кӗленчин пӑккине пӑрса уҫрӗ, сӑмса вӗҫне вылятса шӑршласа пӑхрӗ.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Шӑши каллех чарӑнса сӑмсине вылятса илчӗ, вара урӑх шикленмесӗр Вова патнелле чупса пычӗ, ҫӗрти тӗпренчӗксенчен пӗрне хыпса мӑкӑльтеттерме те тапратрӗ.

Помоги переводом

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл шӗвӗр сӑмсине вылятса эсех-и ку тенӗн пӑхса илсе унталла-кунталла кускаларӗ.

Помоги переводом

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Мӗскер, чӗлхӳ ҫӗтрӗ-им? — аллинчи пирусне апла-капла вылятса куҫран чӑр пӑхрӗ ҫӳҫлемес Скорпион.

Помоги переводом

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Рехетленсе, хӑлхине вылятса, тулхӑрса, пуҫне ухса, ҫӑвар туллин…»

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лешӗ, тутине аран-аран вылятса, шӑппӑн каларӗ:

Помоги переводом

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сисет Абаев кӗҫӗн сержант: «кил» сӑмах кашнин чунне хӗмлентерет, салтак хул-ҫурӑмӗнчи кашни клеткӑна вылятса хускатать.

Помоги переводом

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ташла, Ваҫук, пӗр япалакка парап, — куҫне вылятса калать вӑл.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑрман патне ҫитес чух, вар пуҫӗнчен сиксе тухса, шап-шурӑ кӗрӗклӗ мулкачӑ икӗ хӑлхине апла та капла вылятса кӑтартрӗ те Шӑнкӑрча, чӑлтӑртти-чӑлтӑртти ыткӑнчӗ малалла.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Эп, мӗн, пӗчӗк-им? — шухӑшлать шӗшлӗ хуҫи, чӗлхине апла та капла вылятса, пушӑт тирекен сылтӑм аллине пикенсех пулӑшнӑ май.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Амӑшӗ те: «Тавах сана, Ксей, ачасене пухса вылятса ларнӑшӑн», — тенӗччӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Завхоза? — куҫне-пуҫне вылятса, ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑчӗ Хура Ҫимун.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ир вӑраннӑ кӑвакарчӑн тулӑ пӗрчи тупнӑ, тет, — тавӑрчӗ лешӗ, чикан майри пек, куҫӗсене чӑлт-чалт вылятса.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ф-фу, — терӗ Петӗр, пысӑк куҫӗсене вылятса.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Арчине те илетӗн пуль, аппа, — йӑлкӑшакан куҫӗсене вылятса ҫеҫ тӑрать сутуҫӑ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиввӗн кӗтсе илчӗ Эрхипе уйрӑм чашӑкран ҫисе ларакан Вӑрӑм Палюк: — Вӑрах ҫӳретӗн, Эрхип. Ҫулран аташса каймарӑн пулӗ те? — терӗ вӑл хура куҫӗсене вылятса.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сӑмах вылятса ан калаҫ манпа!

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑнни пекех, — терӗ Кашкин, хулӗсене вылятса.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней