Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вылятма (тĕпĕ: вылят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗкӗт сӑмаха жонглер ӑсталӑхӗпе вылятать, пӗрле ларса пыраканни вара вылятма шутламасть те.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Мӗнех кирлӗ вара санпа пуш сӑмах вылятма.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ун умӗнче, пӗлсех тӑратӑп, пуканесене вылятма ал-ура, чӗлхе-ҫӑвар ҫавӑрӑнас ҫук, тата вӑл кӑлтӑк тупса тиркешетех.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эй, пуҫлать тутлӑ шӑршлӑ хурӑн милӗкне вылятма.

Помоги переводом

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Нимех те, — тавӑрчӗ Укахви, алса йӗпписене хӑвӑрт вылятма тытӑнса.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Малти урисене ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле ывтӑнса килчӗ вӑл, хуҫи умне ҫитерехпе авкаланма, хӳрине пӗтӗлтеттерсе вылятма тытӑнчӗ, ҫапла чупнӑ ҫӗртех Аннушкин ытамне кӗрсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Шухӑшсем тахҫанах кирлӗ йӗр ҫине ӳкнӗ, ҫырас япала пуҫра пӗтӗмӗшпех «ҫырӑннӑ» — лар та вылятма тытӑн ручкӑна.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ун пеккисем пур-ха, анчах ман урӑлла та, ӳсӗрле те пӗр сӑмах, ӑна вылятма юратмастӑп! — тарӑхрӗ Сулагаев.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗлхепе ваклашма, сӑмах вылятма мӑраннисем ҫӑварне шыв сыпнӑ, сӑмах урапине тӳлеккӗн, шеппӗн, сӑппӑн кустаракансем те пур.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ниҫта кайса кӗрейми ҫухӑрашма, класс тӑрӑх тӗлсӗррӗн чупкаласа ҫӳреме, аллисемпе хӑлаҫланма, куҫӗсене вылятма, урисемпе тапӑртатма пуҫларӗ.

Все, что последовало за этим: рычанье, бесцельная беготня по классу, беспорядочная жестикуляция, топанье ногами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унашкал парне вылятма кирлӗ мар!

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗр те-и? — тесе, тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑчӗ, куҫӗсене унталла-кунталла вылятма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтрах ун умӗнче сӑмах вылятма та хӑрушӑ иккен.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах та сахал вӗт пирӗн ача-пӑча, — ҫӑвар вылятма пӑрахмарӗ Кӑтра Михала.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир чӗлхе вылятма пӑрахӑр-ха, — чарчӗ вӗсене председатель.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурте ӗҫе тытӑннӑран малтан ҫынсем ытлашши калаҫсах каймарӗҫ, ялан шапӑлтатма, чӗлхе вылятма юратакан Кӑтра Михала та пӗр сехете яхӑн нимӗн те чӗнмерӗ, кӑшт хӗрсе ҫитсен вара ҫынсем пӗр-пӗринпе ытлӑрах хутшӑнакан пулчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тархасшӑн, эс ҫынсене астарса ан ҫӳре, — терӗ ҫӑвар вылятма юратман Иштерек.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йытӑ месерле ҫаврӑнса ӳксе урисене ҫӗкленӗ, йӑпӑлтатса хӳрине вылятма пуҫланӑ.

Собачка легла на спину, подняла лапки и стала махать хвостиком.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

— Сӑмах вылятма юраман.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Астару хӳрине вылятма пуҫланӑ-пуҫламанах мӗн пур илӗртмӗш серепине хавалӑм-хевтемпе вирхӗнсе кӗтӗм.

Как только искушение завиляло хвостом, уже не было для меня удержу стремиться всем существом к сногсшибательному соблазну.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней