Поиск
Шырав ĕçĕ:
Самай ӗрӗхсе вылянӑ вӑхӑтра, вӑйӑ варринчи Саша чи ӑста вылякан футболистсенчен, Сыч Хӗлипӗпе Лиходейран, пӳскене улталаса илме хӑтланнӑ самантра, шӑпах тӑшман хапхи ҫине вӑй ҫитӗш сиксе ӳкме хатӗрленнӗ чух, ӑна киле чӗннӗччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унпа хире-хирӗҫ ларса картла вылякан капитан Перекомский бастиона хураллама кайнӑ.Его партнер по картам капитан Перекомский ушел дежурить на бастион.
Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.
Тӑшман ҫинчен малтанхи хыпара укӑлча хапхи патӗнче вылякан ачасем пӗлтернӗ.Первую весть о неприятеле принесли мальчишки, игравшие за околицей.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Вут ҫулӑмӗсем пӗрене стенасем ҫинче сиккелесе, пытанмалла вылякан ачасем пекех, куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.Языки пламени играли на деревянных, бревенчатых стенах, бегали, как детвора, играющая в горелки.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Анчах вӑл темшӗн хӑйӗн сарайне уҫма манса кайрӗ, ун вырӑнне картишӗнче вылякан ачасем патне пырса халех хӑма илсе тухӑр тесе кӑшкӑрма пуҫларӗ.
Вӑрҫӑ кунӗсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Акӑ хӑй юлташӗсемпе каҫсенче ларма юратакан алкум, акӑ вӗсем футболла вылякан пӗчӗк улӑх.
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тёма, вылякан ачасен ушкӑнӗ патне чупса пырсан, Гераҫка ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут ҫӗнтерӳллӗн кон ҫапма хатӗрленнӗччӗ, ачасем, куҫӗсене чарса Гераҫка хӑтланчӑшне пӑхса сӑнаса тӑнине курсан тин Тема ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хӑнасем, халӗ кӑна шӑпланнӑ пианинӑн тӗтреллӗ кӗрлевне пула малалла итлеме хатӗрленнӗскерсем тата суккӑрӑн шуранка питӗнче вылякан темӗнле тӗлӗнмелле хавхаланупа хӗмленнӗскерсем, ним шарламасӑр кӗтсе лараҫҫӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл алӑк патӗнче вылякан Валеркӑна кӗперен ярса тытрӗ:
21 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Эпир сулла тӗрӗс ҫулпа тытса пыма пултараймастпӑр, хумсем ҫинче вӑл ачасем вылякан япала ҫеҫ пулса тӑрӗ.Мы не можем управлять плотом, мы станем игрушкою морской стихии.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Каҫсерен, вырӑн ҫине кӗрсе выртсан, эп ҫавӑн хыҫҫӑн нихӑҫан та Вассӑна перӗнмен — ҫурӑмпа ҫаврӑнса выртаттӑмӑр та, пӗр-пӗрне асаплантарса, мӗнле те пулин ытлашши хускану тӑвас мар тесе, чунри тунсӑхпа ӳт-пӳ хӗрӳлӗхне сӳнтерес тесе, стена е мачча ҫинче вылякан ҫутӑ пайӑркисем ҫине пӑхса выртаттӑмӑр…
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Ку хутра самолет малтан пысӑках мар бомба пӑрахрӗ, ун хыҫҫӑн пулеметран пеме тытӑнчӗ, анчах поварсем каллех кухня патӗнчен ниҫта та каймарӗҫ, Штрауса вылякан поварӗ купӑсне кӑларчӗ те вальсӑн темиҫе сыпӑкне выляса пачӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем ҫине вӑл упӑшкипе арӑмӗ хушшинче пулакан хурлӑ ӗҫсене ӑнланмасӑрах упӑшкипе арӑмле вылякан ачасем ҫине ҫитӗннӗ ҫынсем пӑхакан туйӑмпа пӑхать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Малючиха, чашкӑ-тирке ҫуса, кӑмака умӗнче вылякан ачасем ҫине вӑрттӑн пӑха-пӑха илчӗ.Малючиха мыла миску и украдкой поглядывала на играющих у печки детей.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн кӗскерех те хытӑ вылякан пӳрнеллӗ пысӑк мар вӑйлӑ аллисем карттӑна сыхланса уҫрӗҫ, лӳчӗркеннӗ листине якатса тӳрлетрӗҫ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл никама та курмасть, нимӗн те илтмест, Василипе Валентина ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхмасть; вӑл машина пек тӗрӗс, хӑйӗн юратнӑ рольне пирвайхи хут вылякан артист пек хавхаланса, тӑшман ҫине тапӑнакан боец пек, хаярланса ӗҫлет.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вылякан хӗвел шевлисемле мӗлкесем ҫав тӗксӗмрех те вӑйлӑ алӑ тӑрӑх шуса иртеҫҫӗ.Солнечные блики и тени от листвы, играя, скользили по этой смуглой и сильной руке.
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Юр хӗвнӗ тӳремлӗхре ирӗккӗн вылякан ҫак тискер кайӑка курсан, Василий хавасланчӗ, ӑна телей юнашар тӑнӑ пек туйӑнчӗ — акӑ ӑна туп-тулли, куркипех тытса ӗҫме те, ывҫӑн ӑсса сыпма та пултаратӑн!
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Маргарита рольне вылякан артистка Сергее кӳренмеллех пӗрехмай сылтӑм кулиса патӗнче тӑнӑ, Сергей вӑл юрланине аванах илтнӗ, анчах вӑл унӑн атласран ҫӗленӗ шурӑ платьин шлейфне ҫеҫ курнӑ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Уҫӑ чӳречесем витӗр таҫта чӗчӗ ачи макӑрни тата урам вӗҫӗнче «лункӑлла» вылякан ачасен янӑравлӑ сасси илтӗннӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.