Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ вулама та манса кайнӑ иккен, — хирӗҫлесе кӗнекене хӑйӗн аллине илсе вулама тытӑнчӗ Петров.
Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.
Тытӑнчӗҫ правило вулама: «Кавказ вэс могырышто курыкла коклиште элэктростанцэ — влак ышталтыныт…»
Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.
Таранов сӗтел хушшине вырнаҫса ларса ытти алҫырусене (миҫемӗш хут ӗнтӗ!) вулама тытӑнчӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эп нимрен ытларах арҫынпа хӗрарӑм мӗн хӑтланни ҫинчен вулама юрататӑп.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Потапов пек шӗвӗрӗн сӑввисене вулама эп кичем те вӑйсӑр прозаик мар, чӑн-чӑн поэт, — сисмен ҫӗртен тенӗ пек Таранова чӗпӗтсе илчӗ Мерчен Мишши.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кунта кӑна улӑштарнӑ пуль-ха «нит» сӑмаха, ытти ҫӗрте ҫаплипех хӑварнӑ-тӑр тесе каллех вулама пикенчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӑй мӗн ҫырнине пӗрремӗш саспаллирен пуҫласа юлашки пӑнчӑ таранах пӗлет пулин те тимлӗн, пӗр сӑмах сиктермесӗр тенӗ пек вулама пуҫларӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫулсерен пулакан конкурсӑн тӗллевӗ: наци литературин паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртасси, вӗсене халӑхра сарасси, ҫамрӑк ӑрӑва нумайрах вулама илентересси.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Ачасем ҫак тӗлпулу хыҫҫӑн ытларах вулама шантарчӗҫ.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
— Ачаранах сӑвӑ вулама тата пӑхмасӑр калама ҫав тери юрататӑп, — кӑмӑлне уҫрӗ Антонина Васильевна.
«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/
Тӑватӑ ҫула ҫитсен Радик юрлама, рояльпе калама, пӑхмасӑр сӑвӑсем вулама вӗреннӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Вӑл мана курчӗ те, вулама пӑрахса, тӳрленерех ларчӗ, эпӗ сывлӑх сунсан, тахҫанах пӗлекен ҫын евӗр хирӗҫ сывлӑх сунчӗ, анчах хӑй мана сӑнаса пӑхрӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Кайран, эпир пурте самаях хӗрсен, вӑл сӑвӑсем вулама пуҫларӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Вӑл кӗнеке вулама юрататчӗ тата эпӗ салтак гимнастеркипе ҫӳренӗ чухне кашни кунах ҫуха ҫумӗнчи шурӑ пусмана улӑштаратчӗ — хама тутармасчӗ ку ӗҫе.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Эпӗ, хӑмаран тунӑ сак ҫине ларса, журнал вулама тытӑнтӑм.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ачасем 1964 ҫулта тата ҫакӑн пек кӗнекесем вулама пултараҫҫӗ: В. Элпин «Тӑрӑр вӑйӑ картине», В. Орловӑн «Икӗ ҫӑл куҫӗ», Н. Мишутинӑн «Как солнышко будили» (вырӑсла), Н. Яснопольскин «Икӗ тӗплӗ витре», Н. Ивановӑн «Пирӗн карап» т. ыт. те.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Калавсемпе повеҫсен сборникӗсенче эпир ҫакӑн пек произведенисем сахал мар вулама пултаратпӑр.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
К. Турханӑн «Ҫӗр суранӗ» вара ун пек мар, ӑна пӗрре вулама пуҫласан, вӗҫне ҫитмесӗр пӑрахаймастӑн, вуланӑҫемӗн вулас килет.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Кулӑшла калавсемпе юптарусем, сӑвӑсемпе поэмӑсем вулама хапӑл тӑвакансем те пирӗн республикӑра сахал мар.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Чӑнах та, вулакансен интересӗсем пурин те пӗр мар: пӗрисем ак колхоз пурнӑҫне сӑнлакан, теприсем тата рабочисен кулленхи хастар ӗҫӗ-хӗлне ҫырса кӑтартакан произведенисем, виҫҫӗмӗшсем историллӗ романсемпе повеҫсем ытларах вулама юратаҫҫӗ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.