Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

витӗрсе (тĕпĕ: витӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти тӑваткалӗсене те ӑстаҫӑ ҫав майлӑ витӗрсе тунӑ, ҫипписен сӗвекӗсене тепӗр еннелле янӑ.

По тому же принципу заправлялись три следующие дощечки с той разницей, что нитки в дощечках будут склонены то вправо, то влево.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Витӗрсе пӗтерсен ӑстаҫӑ турпассене саланса каясран пӗрле ҫыхса хурать, пилӗкне пиҫиххи ҫыхать, пӗр-пӗр линейка, йывӑҫ ҫӗҫӗ пекки е хачӑ хатӗрлет, ураҫҫи валли 60-70 см тӑршшӗ ҫипсем татса хурать.

Закончив проборку нитей основы, осторожно берут в руки кучку дощечек и перевязывают их, чтобы не перепутались, мастерица нарезает нитки длиной по 60-70 см для утка, приготавливает линейку или деревянный ножик, подпоясывается, садится на стул.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ун хыҫҫӑн симӗссине, саррине, хурине, сарӑ кӗренне витӗрсе турпасӗсене маларах каланӑ пек мӑшӑрласа хумалла.

После них также парами идут зеленые, желтые, черные, желто-розовые.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пурне те витӗрсе пӗтерсен сиктерӳсем валли уйрӑм кӗрӗ ҫипписем тӑваҫҫӗ.

Для двух «сиктерӳ» вяжут два галева.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Вунӑ мӑшӑрне те витӗрсе пӗтерсен хурине малти кӗрӗрен, шуррине кайри кӗрӗрен ылмаш илнӗ.

Последняя нитка в этой двадцатке черная, следовательно, проборку соседней клетки надо начинать с проборки черной нитки в галевах передней ремизки, а все белые будут в задней ремизке.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Малалла та таблица ҫине пӑхса ҫапла витӗрсе тӗртмелле пулать.

Так, глядя на таблицу ткут все строчки узора.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Мӗнле витӗрсе тӗртмелле-ха ҫак тӗрре?

Как пробрать этот узор в ремизы?

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

«Палас куммине хулӑнрах тумалла. Хӑшӗ-пӗри кӗрӗ витӗр пӗрер пӗрчӗ витӗрсе илет. Эпӗ малти кӗрӗрен виҫӗ ҫип, кайри кӗрӗрен виҫӗ ҫип умлӑ-хыҫлӑ илетӗп, хӗҫҫи витӗр — шӑл пуҫне пӗр пӗрчӗ», — вӗрентет ӑстаҫӑ.

«Палас любит, когда в основе толстая нитка. Кто-то берет по одной нити. В переднюю ремизку пробери три нити основы, в заднюю три нитки и так до конца. А в бердо по одной нитке в зуб», — учит мастерица.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кӗрӗсем хыҫӗнче лараканни ҫилли ҫиппин тӗввине салтса ярать, куммин пуҫламӑшӗнчи пӗрремӗш ҫиппине илсе витӗрекенне тӑсса парать, лешӗ малти кӗрӗ ҫиппин куҫне хирсе уҫать те ӑна витӗрсе илет, ҫиппине юнашар лараканнине парать; кӗрӗсем хыҫӗнчи куммин тепӗр ҫиппине илсе парать — малта лараканни ӑна кайри кӗрӗрен витӗрет те юнашар лараканнине тыттарать.

Одна садится перед ремизками, вторая — за ними, третья — рядом, с правой стороны станка, вторая развязывает узелок ценовой нитки, берет крайнюю нитку основы, первая протаскивает ее в глазок крайнего галева передней ремизки, нитку отдает третьей помощнице, вторая подает следующую нитку, первая протаскивает ее в глазок галева задней ремизки, у третьей в руках уже вторая нитка.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Хӑй мар, хӑй урипе утса мар ӗнтӗ тек, йӑтса, тулӑка хурса, икӗ енчен виҫшерӗн тӑрса, тупӑкне алшӑллисемпе витӗрсе, алшӑллийӗсемпе хулпуҫҫи урлӑ кӳлӗнсе, татӑла-татӑла йӗрсе, вӑраххӑн та тӳсӗмлӗн капламланӗ Кӗҫенин тӑван-пӗтенӗ ҫак укӑлча хапхинчен каялла.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗпел кукринче (кукри теесех тесен), сылтӑмра, тӑваткал пӗчӗк лаптӑкра — чей вӗретме е апат пӗҫерме икӗ тӗреклӗ патак ҫине тепӗр патакпа витӗрсе ҫакнӑ пӗчӗк хура хуран.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Капитан пулемет йӑлӑнтармӑш иккенне ӑнлантарса пачӗ, ӑна яланах астуса тӑни, таса тытни, лентӑна патронсем витӗрсе тултарнӑ чух тикӗс туни кирлӗ — ун чухне вара пеме чарӑнса ларасси, патронсем ҫийӗнсе ларасси пулмасть.

Капитан объяснил, что пулемет — капризная штука, требует внимания к себе, аккуратности, особенно при набивке лент патронами, — тогда не будет задержек и перекосов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ача пӳрнисем пулла вӑр-вар хулӑ ҫине витӗрсе илчӗҫ, пулӑ кӗмӗл ҫупкам пек вылякаласа ҫип тӑрӑх шуса анчӗ.

Его пальцы ловко проткнули палочку под жабры, и рыбешка скользнула вниз по ниточке.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл йӗм ҫӑртинчен ҫинҫе кантӑра кӑкарса янине куртӑм, кантӑра ҫине ҫӑварӗсенчен витӗрсе янӑ темиҫе вӗтӗ пулӑ пуррине асӑрхарӑм.

Теперь я заметил тонкую веревочку, привязанную к помочам, и на веревочке несколько рыбок, продетых под жабры.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл вӑйӑ ҫаплаччӗ: эпӗр тӗрлӗ тӗслӗ хутсем илсе тӑваткал татӑксем касса чи варринчен шӑтараттӑмӑр та, шӑтӑк витӗр ҫӗленӗн ҫиппине витӗрсе илеттӗмӗр.

Игра заключалась в следующем: мы брали маленькие квадратики разноцветной бумаги, делали в центре их дырки и пропускали сквозь них бечевку змейка.

4. Хут ҫӗленсем, бейсбол, шинни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Соколов хӑй тӑшманне шӑтарас пек витӗрсе пӑхса ҫапла каларӗ:

Пронзая врага уничтожающим взглядом, Соколов громко сказал:

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

6. Парне вырӑнӗ валли каштасем ту, каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене пӑхӑр сӑр; 7. каштисене ункӑсенчен витӗрсе хур, парне вырӑнне ҫӗклесе кайнӑ чухне каштисем унӑн икӗ айккинче пулччӑр.

6. И сделай шесты для жертвенника, шесты из дерева ситтим, и обложи их медью; 7. и вкладывай шесты его в кольца, так чтобы шесты были по обоим бокам жертвенника, когда нести его.

Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней