Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрӑ тапака сиркелет те, хӑпӑл-хапӑл купа варрине кӗрсе, тапак ҫулҫисемпе витӗнет.
Пӗр вӑрӑ хӑйне хӑй тыттарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тротуарсенчен, балконсенчен, чӳречесенчен, ҫуртсен тӑррисенчен пӗр вӗҫӗмсӗр чечексем вӗлтлетеҫҫӗ, самолетсем ҫинчен пӑрахнӑ листовкӑсем пысӑк лентӑсем пек вӗҫсе анаҫҫӗ, урам хушши чӑштӑртатакан хут сийӗпе витӗнет.
«Челюскин!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Какайӗ ҫемҫелсе, техӗмлӗ сӗткен кӑларма пуҫлать, сӗчӗ кӑпӑкпа витӗнет, ҫӑкӑрӗ те сывласа ярать.И мясо становилось мягким, источало крепкий сок, молоко покрывалось пеной, и хлеб начинал дышать.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Федюшка, аллине ӑййи тытса, пудель хыҫҫӑн хӑваласа каять, унтан сасартӑк хӑй лӗпсеке ҫӑмпа витӗнет те, хавассӑн вӗрсе Каштанка умне пырса тӑрать.
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Григорий месерле выртнӑ та ӑна, куҫӗсене хупса, шӑла ҫыртса итлет, унтан чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатакан калавҫӑ еннелле купарчине мӑкӑртса пуҫ ҫинчен шинельпе витӗнет.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан вӑл хӑяккӑн ҫаврӑнса выртать, шинелӗпе пуҫ ҫинчен кӗптенсе витӗнет.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвел хӗртсех пӑхмасть, ҫӗр те пӑсланмасть, ире яхӑн анчах вӑл кӑвак тӗтӗм пек тӗтрепе витӗнет.Солнце греет слабо, не курится земля, и лишь по утрам покрывается она дымчато-сизым туманом.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ вут ҫинчи кӑвар сӳнсе пынине пӑхатӑп: малтанлӑха ялтра та пысӑк курӑнакан кӑвар, ерипен пӗчӗкленсе пырса, кӗлпе витӗнет те, ун айне пулса, ҫухалать йӑлтах.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Санька ӗнӗрлет, пичӗ ҫинченех витӗнкӗҫпе витӗнет, урисемпе тапкаланать.Санька мычал, натягивал на лицо одеяло, яростно отбивался ногой.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл сасартӑк хӗрелнине те, шикленмеллех савӑннине те, ачашшӑн е хӗрӳллӗн пӑхнине те — Штольц нихҫан та курман; мӗн те пулин ҫавӑн пекрех пулас пулсан, сӑмахран, Штольц хӑй ҫак кунсенчех Италие каяссине пӗлтерсен, Ольга пичӗ ыратнипе пӗркеленнӗ пек туйӑнать; ҫавнашкал хаклӑ та сайра самантра Штольц чӗри телейлӗн тапма тытӑнать кӑна — сасартӑках йӑлт чаршавпа витӗнет, Ольга айваннӑн та тӳррӗн хушса хурать:
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1
- 2