Поиск
Шырав ĕçĕ:
Актай пӳрт тӑпрасси ҫинче ларакан витрене илсе кӳл хӗррине утрӗ.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Анчах та тыткӑнра резина пек вӑрӑм, ерипен тӑсӑлакан талӑксенче Ваҫиле хӑйӗн тӗрмине лайӑх пӗлсе ҫитрӗ, халӗ сӗм тӗттӗмре те тумбочкӑна, кравате, тенкелсене, кӗтесри тутӑхнӑ витрене лектермесӗр утма вӗренчӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Витрене йӑтса ун тути патнех илсе пытӑм.
XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Эпӗ хӗрри таран тулли витрене васкамасӑр туртса кӑлартӑм та тарасан чул пури кӗтессине асӑрханса лартрӑм.Медленно вытащил я полное ведро и надежно поставил его на каменный край колодца.
XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Пӳрт алӑкне уҫрӗ кӑна, тӳрех тӑп-тулли шывлӑ витрене тӳнтерсе яратчӗ.
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Витрене сӗтел ҫине лартрӗ.
X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кирле витрене ҫӳлӗк ҫине ӳпӗнтерсе лартрӗ кӑна, сасартӑк чӳрече еннелле тинкерчӗ.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл алкум вӗҫӗнчи икӗ витрене илчӗ те пӳрте шыв ӑсса кӗчӗ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ылтӑн! — тет вара, пӑсланакан витрене каткана пушатса.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
— А-ах, — терӗ те Укаҫ юр ҫинче выртакан витрене илме пӗшкӗнчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Алӑк урати урлӑ: «Эй, илӗр манран витрене», – тесе кӑшкӑрчӗ.
Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572
Настьӑпа Ксюша кам маларах тесе хӑйсен миххисене тултарчӗҫ, унтан вӗсене витрене пушатрӗҫ те малалла ӑмӑртрӗҫ.
Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570
Вӑл кӗпе-йӗме кап-кап пуҫтарса икӗ витрене тултарчӗ те юхан шыв хӗррипе анаталла талпӑнчӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫӑмран ҫыхнӑ симӗс свитерпа хура шӑлавар тӑхӑннӑ Тамара, мӑйне шӑрҫа вырӑнне пӗчӗк транзистор ҫакнӑскер, витре йӑтса Герасим Федотович ҫумнерех кукленчӗ, пилӗк ыратать тесе авкаланса-хуҫкаланса илсен витрене темиҫе ҫӗрулми юлхавлӑн иле-иле пӑрахрӗ те ашшӗне ӳпкелешме пуҫларӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Кукленсе ларса мар, пӗшкӗне-пӗшкӗне пуҫтаракан Герасим Федотович ҫӗрулмисене витрене чуххӑмӑн иле-иле пӑрахать — пӗрмаях Маринӑна сӑнать.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Герасим Федотович патне чупса ҫитсе мӑйӑр пысӑкӑш ҫӗрулмисене витрене иле-иле ячӗ Виссарион Игнатьевич.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Герасим Федотович умлӑн-хыҫлӑн пилӗк-ултӑ шӑрпӑк ҫутса сигарет тивертрӗ, тарасаран ҫакса янӑ пушӑ витрене чӑнкӑртаттарчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Акӑ вӑл Платонӑн сӗчӗ! — тесе аллинчи витрене сӗтел ҫине лартрӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Нумай шухӑшласа тӑмарӗ — тулли витрене кладовщик ҫине шӑпӑр-р! ӳпӗнтерчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.