Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кизяк купи ишӗлсе аннипе тулса ларнӑ сысна витинче, хыҫсӑр пукан ҫинче, хунар ҫунса ларать, унпа юнашар Лукашкӑн арӑмӗ — тулли сӑн-питлӗ те ҫинҫе куҫхаршиллӗ хитре хӗрарӑм — кукленсе ларнӑ.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗррехинче, Санька лаша витинче чух, ун патне Маша чупса пычӗ, Евдокия каллех Катерина патӗнче ларнине пӗлтерсе хӑварчӗ, Санька килнелле чупрӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шкултан таврӑннӑ май Санька тимӗрҫӗ лаҫҫинче е лаша витинче чарӑнса вӑрахчен тӑрать.После школы Санька подолгу задерживался у кузницы или бежал на конюшню.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир циркри лаша витинче тислӗк тасатрӑмӑр.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ялӗ Гвоздев унта ҫитиччен пилӗк кун маларах кӑна ҫунса кайнӑ, нимӗҫсем ӑна колхоз витинче тӑнӑ бензин цистернисене такам вут хыптарнӑшӑн ҫунтарса янӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Кур-ха, ҫысна витинче ӗҫлеме намӑсланать!
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
— Ара, мӗнех, пӗр ҫул сысна витинче ӗҫлесе пӑхаттӑн…
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Вӗсене ферма витинче тытаҫҫӗ.
Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №