Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

варрипе (тĕпĕ: варри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла шухӑшпа айланса шӑрӑх уй варрипе таплаттарса пырать пирӗн паттӑр.

Размышляя подобным образом, Яндул шлепал прямиком по горячему полю.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ял варрипе тӗлли-паллисӗр пӑхса кулкаласа пыракан ҫынна курсан пӗрисем ун пирки ку этем сыпнӑ пуль тенӗ, теприсем картне ларман тенӗ.

Завидев улыбающегося мужчину, идущего серединой улицы и с любопытством рассматривающего все вокруг, иной подумает, что человек этот явно под хмельком, как говорится, ему море по колено; а другому может показаться, что у него не все дома.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул лаши килнелле кӑрт туртрӗ те, вӗсем сиксе юхакан ҫурхи шыва хирӗҫ урам варрипе тӑвалла утрӗҫ.

Яндул взял лошадь под уздцы, и они пошли вверх серединой улицы.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп… хир варрипе пуҫхӗрлӗ ҫӳрет тейӗччӗҫ.

Поп шагает по полю на руках!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старшина ӳсӗр-мӗн, крыльца ҫинче тайкаланса, сулланкаласа тӑчӗ-тӑчӗ те ҫӗре анчӗ, урам варрипе анаталла сӗнккерӗ.

Старшина, сразу видно, пьян: с трудом удерживаясь на ступеньках и покачиваясь из стороны в сторону, он спустился с крыльца и пошагал серединой улицы.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те утрӗ, утрӗ хир варрипе.

Он повернул обратно и зашагал, ощущая под ногами комья промерзшей земли.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Вӑл уй варрипе уксахласа пырать.

…Сильно хромая, Яндул бредет краем поля.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ ак каллех чӗрӗ те сывӑ, кӑвак уй варрипе Шахрун хыҫҫӑн юрттарса-уттарса пынӑ май ыранхи ҫинчен ӗмӗтленет.

И хотя сегодня он жив-здоров, идя рысью за Шахрухом посреди серого поля, мечтает о завтрашнем дне.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Утса пырать иккен тӗттӗм уй варрипе пысӑк куҫ харшиллӗ ҫӳллӗ вырӑс.

А темным полем идет высокий, с густыми бровями русский человек.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван вӑл вӑхӑтра тӗттӗм уй варрипе тайкаланса утса пынӑ.

Ухтиван тем временем брел, спотыкаясь, по темному полю.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван вӑрман хӗррипе, Шахрун ҫул варрипе чупаҫҫӗ.

Ухтиван бежит краем леса, Шахрун — по дороге.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уҫӑ сывлӑша тухнипе тиек те савӑннӑ, вӑл та пулӑ тытма манса кайсах симӗс улӑх варрипе шӑнкӑртатса юхакан шыв ҫине, кӑтра хӑва тӗмесем ҫине пӑхать.

Повеселел на свежем воздухе и дьяк; забыв, зачем пришел к речке, он невольно залюбовался серебристой лентой реки, вьющейся по зеленому лугу, касается рукой густых шапок тальника.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урисене майӗпен те халсӑррӑн иле-иле пусса вӑл тӗттӗм уй варрипе танккаса пырать.

Мерно покачивает ею в такт шагу, идет по темному полю.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван килтен тухса кайнӑ ҫулхи кӗркунне, пӗр тӗттем каҫхине, Яриле старик уй варрипе ялалла юрттарса пынӑ.

В тот год, когда Ухтиван в отчаянии ушел из дому, как-то темной осенней ночью Яриле возвращался полем в деревню.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫамрӑксем пӗр-пӗрне куҫпа виҫсе илчӗҫ те комисси членӗсем пушӑ маррине кура халӑх варрипе майӗпен утса ҫаврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем Маринене иккӗн икӗ енчен ярса тытрӗҫ те урам варрипе укӑлча хапхи патнелле утрӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑл варрипе пынӑ чух «Из-за острова на стрежень» юрра тӑсса ямасӑр тӳсеймерӗҫ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пытарма каякансем, кӗлӗ юрласа, урам варрипе ҫывхарчӗҫ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эсӗ сылтӑм ҫыранӗ айӑккипе пыр, — тесе хушрӗ Чубук, — Шмаков сулахай енчен пырӗ, эпӗ аялта варрипе утам.

— Пробирайся по правому скату, — приказал Чубук, — Шмаков пойдет по левому, а я — вниз посередке.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫеҫен хир варрипе кӑвак тусанпа тӗтреленнӗ сарлака ҫул явкаланать, тусем еннелле тӑсӑлать, вӗсен хӑмӑр-кӑвак мӗлкесемпе тулса ларнӑ улӑпла кӳлепинче ҫухалать.

Широкая, туманная от голубой пыли, дорога вилась поперек степи, уходя к горам, теряясь в их величавой громаде, полной лиловых теней.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней