Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан казенкӑна кайса пӗр бутылка илетӗп, — санран укҫа ыйтмаҫҫӗ: контора хӑех тӳлет.А потом идешь в казенку, взял бутылку — денег с тебя не спрашивают: контора заплатит.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл кӑмӑллӑн кулса ячӗ, бутылка ӑшӗнчи ҫу чӳхенсе кайрӗ.Он добродушно засмеялся, и масло в горлышке бутылки заколыхалось.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пырса курнӑ ҫынсем часах калла тавӑрӑнса, кӑмӑлсӑр пулса халӑха ҫапла каласа панӑ: Митька чӑнласах та пусса пӑрахнӑ выльӑх пекех ӳсӗр выртать, унпа юнашар тата тепӗр ҫур бутылка пушӑ эрех кӗленчи выртать, ӑна аран-аран ҫӑлкаласа вӑратсан, вӑл вӑрҫкаласа кӑшкӑрашса: эпӗ монаха кӗме пӑрахӑҫ турӑм, мӗншӗн тесен эпӗ юрӑхсӑр та ҫылӑхлӑ этем тесе каласа панӑ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗр вӑхӑтра ҫакӑн пек хыпар тухса сарӑлчӗ: пӗр бутылка эрехшӗн кашни ҫулах турра шыва кӳртме каснӑ вака кӗрекен, ӳсӗрӗлсе ҫапкаланса ҫӳрекен Цыган Митьки тӗлӗнмелле тӗлӗк курнӑ пулать, ҫавӑн хыҫҫӑн Митька ӗҫме пӑрахса, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, Спасски монастыре монаха пырса кӗнӗ пулать.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Казак ачисенчен пӗри нимӗн шарламасӑр, урапа патне пырса, сарнӑ улӑм айӗнчен пӗр бутылка ӑша шыв туртса кӑларчӗ те, ӑна Аникей Борисовичӑн типсе ларнӑ тути патне илсе пычӗ.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Степан тӑрать те, турӑш кӗтессинелле туртӑнать; унта, виҫӗ кӗтеслӗ сентре ҫинче — краҫҫин тултарнӑ пушӑ бутылка, тата кӗленчесӗр лампа тӑраҫҫӗ; хуралса ларнӑ пӗчӗк турӑш хыҫӗнчен хаҫат татки туртса кӑларать те, ӑна куҫӗпе виҫсе пӑхса, пӗр ансӑр татӑк ҫурса илет, унтан хут татӑкӗ ҫине енчӗкӗнчен табак тӗпренчӗксем юхтарать, ӑна ҫавӑрса туртса ярать, вара, чыхӑнса ӳсӗрме пуҫлать те, Агриппинӑран: — Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха? — тесе ыйтать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Илюха кӗҫех бутылка пек ҫӗнӗ граната йӑтса вӑркӑнса ҫитрӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анчах лакейсем Ленин кашни бутылка шампански эрехшӗн 110-шар тенкӗ тӳленине, чейлӗх «ҫирӗм пилӗкшер» тенкӗ тыттара-тыттара янине манмаҫҫӗ.
9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Руль патне тӑрас умӗн вӑл йывӑҫ курка ӑшне пӗр бутылка эрех ячӗ, ӑна пӗрре кӑна канса ӗҫрӗ те — панулмипе ҫыртрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Никифорыч пӗр бутылка эрех, варени, ҫӑкӑр илсе килчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Анчах та вӑл калама ӗлкӗреймерӗ — алӑк ярах уҫӑлчӗ те пӳлӗме хӗрлӗ сӑмсаллӑ пӗчӗк старик кӗрсе тӑчӗ; вӑл кӑтра пуҫне ҫинҫе чӗнпе ҫыхнӑ, аллинче унӑн пӗр бутылка эрех, хӑй ӗнтӗ самаях ӗҫнӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗррехинче пире вӗрентекен яланхи сехетре пыраймарӗ, кая юлчӗ, вара эпир, вӑл халь тин килмест пулӗ тесе, пӗр бутылка эрех, ҫӑкӑр тата хӑяр илсе пӗчӗкҫеҫ ӗҫкӗ турӑмӑр.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Куратӑн-и ҫакна эсӗ, — фон Буш сӗтел ҫинчен бутылка илчӗ те унӑн этикеткине кӑтартрӗ: — французсен коньякӗ.Ты видишь это, — фон Буш взял со стола бутылку и показал этикетку; — французский коньяк.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӑрах куҫлӑ старик самантрах тухса кайрӗ те, пӗр бутылка шыв тата икӗ стакан илсе кӗчӗ.Кривой старик исчез и тотчас вернулся с бутылкой воды и двумя стаканами.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Носильщик тарӑхса каять те корзинӑна ҫӗр ҫумне ҫавӑрса ҫапать: — Кам та пулин сана: «ҫак корзинӑра пӗр бутылка та пулин ванмасӑр юлнӑ» тесен, эсӗ те ӑна нимӗн чухлӗ те ан ӗнен! — кӑшкӑрса ярать вара хӑй.
Купцапа носильщик ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ!
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Итле-ха, Джим, эпӗ сана каютӑна анма тата ман валли… мур илтӗрех… мӗн кирлине манса кайрӑм… пӗр бутылка эрех илсе килме хушасшӑнччӗ.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Чылай шыранӑ хыҫҫӑн, эпӗ ҫапах та Гэндс валли пӗр ӗҫсе ярайман бутылка тупрӑм.Пошарив, я все-таки нашел одну недопитую бутылку бренди для Хендса.
XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мӑйне татса пӑрахнӑ пушӑ бутылка, каялла та малалла чӗрӗ пекех, ыткӑнса ҫӳрет.
XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ!
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.