Поиск
Шырав ĕçĕ:
27. Ашшӗпе тӑванӗсен тупӑклӑхӗ ҫине Симон палӑк лартнӑ, инҫетренех курӑнтӑр тесе ӑна ҫӳллӗ тунӑ, умӗпе хыҫал енне чутласа якатнӑ чулран тунӑ, 28. унӑн тӑррине вӑл ашшӗпе амӑшӗн ячӗпе, тӑватӑ тӑванӗн ячӗпе, пӗр-пӗрне тӗлме-тӗллӗн, ҫичӗ пирамида лартнӑ; 29. вӗсен аякӗсене эрешлесе илемлетнӗ, йӗри-тавра ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, юписем ҫине, ӗмӗр асӑнмалӑх, вӑрҫӑ кӑралӗпе карапсем ӳкернӗ пулнӑ, вӗсене мӑкӑрӑлса тӑмалла ӑсталанӑ, вӗсем ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсене аякранах курӑнса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Сапансене акӑ мӗнле тунӑ: вӗсем тӑватӑ аяклӑ ещӗк евӗрлӗ, аякӗсене кӗтес тыткӑчисем тытӑнтарса тӑраҫҫӗ; 29. сапансен аякӗсем ҫине те, кӗтес тыткӑчисем ҫине те арӑслансемпе вӑкӑрсем тата херувимсем ӳкернӗ пулнӑ, арӑслансемпе вӑкӑрсенчен ҫӳлерех те, аяларах та вара лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисем пулнӑ; 30. кашни сапанӑн — тӑватӑ пӑхӑр кустӑрмапа пӑхӑр тӗнӗлсем.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2