Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта Илемпи аллисемпе икӗ аякне тытса ҫиллес сӑн-питлӗн тӑрать, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Йӗпе хӑйӑр ҫинче, сылтӑм аякне икӗ аллипе пӑчӑртаса, Ваҫҫа Степнов выртать.
41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кил хуҫин икӗ ал лаппи пысӑкӑш тӗкӗре, тирпейлӗн кӑмака аякне шӑлса хунӑскере, килте тӗртнӗ алшӑллипе хупланӑ — Тур ан хуштӑр!
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анӑҫалла туртӑннӑ хӗвел чул хысакӗнчен перӗнчӗ, унӑн тӗксӗм аякне шӗвӗ ҫулӑмпа сирпӗтрӗ те Аш ҫыранӗ хӗррипе мӗлкесене — ҫӗрӗн каҫхи тунсӑхне — сапаласа ывӑтрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Пуля, хама витӗр тухса, ҫӑра ҫаклатакан Калюковӑн аякне шӑйӑрса иртрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Софрошка Петенька-Петрухӑна малтан автобус алӑкӗ патне сӗтӗрсе пырать, ӑна ҫынсем хушшинчен сарлака чемодан пек хӗссе кӗртет, лешӗ, икӗ аякне икӗ енчен мӑка кусарпа чышнӑ пек, хыттӑн ахлатса ярать, унтан Софрошка хӑй хирӗнсе кӗрсе ларать.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
Артемон ҫӳлелле сиксе, вӗсене хӑй айӗнчен кӑларса ячӗ те, каллех пӗринне аякне, тепринне ҫурӑмне туртса ҫурма ӗлкӗрчӗ.Он высоко подскочил, пропустив их под собой, и опять успел ободрать одному бок, другому — спину.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Хӑй ҫулӑм енне е ҫурӑмне, е кӑкӑрне, е аякне ҫавӑрса ларчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сигура ахлатса янӑ, сулахай аякне ярса тытнӑ та чатӑрӑн ҫӗр урайӗ ҫине майпен кукленсе ларнӑ.Сигура растерянно охнул, схватившись за левый бок, и медленно начал оседать на земляной пол палатки.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Семилетов хӑйӗн хура тур ӑйӑрӗ ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ, унӑн тулли аякне атӑ кӗллипе тапрӗ те, хӑйӗн бригади еннелле сиккипе вӗҫтерчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫав самантра артиллеристсем танкӑн пӗр аякне тӗллесе печӗҫ те, танк бомба пекех ҫурӑлса кайрӗ.В этот момент артиллеристы дали по борту, и танк взорвался, как бомба.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Операци тумалла, сылтӑм урине касса пӑрахмалла, аякне ҫӗлесе лартмалла, тенӗ врач.
Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Каярах, ачисем хӑйсем кӑна кайса унта упа амине шӑтӑкран хӑваласа кӑларчӗҫ, упа Алексейӗн кӗрӗкне ҫурса пӑрахрӗ, аякне чавса илчӗ.Потом пошли одни братья и подняли матку, она оборвала Алексею полушубок, оцарапала бедро.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме хатӗрлеҫҫӗ, Дмитрий Ильич сӑмавар чӗртет, Фридка, кӗрен чӗлхине кӑларса, пӳлӗмрен пӳлӗме кӗрсе тухать, ҫӗнӗ тусӗ ҫумне пырса ачашланать, ҫӑмламас ҫаврака пуҫӗпе унӑн аякне шӑла-шӑла илет, лешӗ пысӑк хӑрушлӑхра пулнине ӑнланать тейӗн.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл мӗскӗне эпир нимпе те сиен тӑваймӑпӑр урӑх, анчах, вӑл «Пилигрим» аякне шӑтарни маншӑн хаваслӑ япалах мар.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ваҫҫук усса тӑракан аллисене аякне тытса тӑчӗ.
33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Ҫапӑҫать тата, эсрел амӑшӗ, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, аякне хыпашласа.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Аптӑрамасть, — терӗ вӑл, аякне пӑчӑртаса тытса.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Аллине ҫӗклеме ӗлкӗриччен ун аякне пуля пырса та лекрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«Ылханлӑ тухатмӑш!» — урса кӑшкӑрчӗ вӑл, вара хӑрах аллипе Муций карланкинчен ярса илчӗ, тепринпе ун пиҫиххи ҫумӗнчи кинжалне хыпашласа тупрӗ те ӑна аври таранах тӑшман аякне чиксе лартрӗ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
- 1
- 2