Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку кӑмӑл ӑна ачалла пек туйӑнчӗ, вӑл вара хӑй ачалӑха аса илмеллех ватӑлманни ҫинчен шухӑшларӗ…
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Стариксем вӗсем яланах ачалла макӑраҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ҫут тӗнчере пурӑнма питӗ лайӑх, — ответлерӗ вӑл, унӑн сасси епле илтӗннинчен мана тӗттӗмре унӑн ачашлакан савӑк куҫӗсем ачалла кулли курӑннӑн туйӑнчӗҫ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑк патӗнче чарӑнсан, Дмитрий ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те пӗр секунд маларах урса кайнине, хаярлӑха кӑтартнӑ сӑнӗ ачалла йӑвашланса намӑсланнине, юратнине палӑртрӗ, ҫакна пула эпӗ ӑна хӗрхенме пуҫларӑм, манӑн пуҫа тепӗр еннелле тем пекех парас килчӗ пулин те, апла тума хаяймарӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл калама ҫук хӗпӗртесе кайрӗ, тепӗр бутылка шампански илсе килме хушрӗ (ку ӗнтӗ ун йӑлисемпе пачах килӗшмест), пирӗн пӳлӗме темле палламан господина чӗнсе кӗчӗ те ӑна ӗҫтерме пикенчӗ, Gaudeamus igitur юрларӗ, хӑйпе пӗрле ыттисене те юрлама ыйтрӗ, унтан Сокольникине катаччи чупмашкӑн кайма сӗнчӗ, анчах Дубков ӑна: ку ачалла хӑтланни пулать, терӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер мана ватӑлса ҫитичченех пурӑнма пӳрсен тата калавӑм хам ватӑличченех пурӑнайсан, эпӗ ҫитмӗлти старик пулса тӑрсан та хальхи пекех ӗненмелле мар ачалла ӗмӗтсемпе йӑпанасси пирки пӗртте иккӗленместӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн яш чухнехи ӗмӗтӗмсем ача чухнехипе ҫамрӑклӑх тапхӑрӗнчи ӗмӗтсем пекех ачалла пулнишӗн мана ан ӳпкелеччӗр ӗнтӗ.Да не упрекнут меня в том, что мечты моей юности так же ребячески, как мечты детства и отрочества.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, Катьӑпа Володя хушшинче пурне те паллӑ ачалла туслӑх ҫеҫ мар, вӗсене пиртен ютшӑнтаракан тата вӗсене пӗр-пӗринпе вӑрттӑн пӗрлештерекен темле тӗлӗнмелле ҫыхӑнусем пуррине сисетӗп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч кулӑшла старик-мучиччӗ, эпӗ ӑна чунтанах юрататтӑм, анчах ачалла ӑнланупа ӑна обществӑллӑ пурнӑҫра хамран аялта тӑракан ҫын тесе шутлаттӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ун ҫине ним чӗнмесӗр пӑхатӑп, унӑн илемлӗ пичӗ ачалла мар салху сӑнлӑ пулнине пӗрремӗш хут курса тӗлӗнетӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хура кӗпи ҫумне хуйха палӑртакан шараҫсем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ Люба, йӗрсе супнӑскер, пуҫне уснӑ, сайра хутра кӑна тупӑк ҫине пӑхкаласа илет, пичӗ вара ҫав вӑхӑтра вӑл ачалла ҫеҫ хӑранине палӑртать.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эх, мӗн тери йывӑррӑн пырса ҫапрӗ ҫакӑ манӑн, инкеке сиссе, хуйха ӳкнӗ ачалла чунӑма!
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫитӗннисене сыхлануллӑ тата ҫынсемпе сиввӗнрех пулма хӑнӑхтаракан хура-шурра курмасӑрах, пысӑккисем пек пулас кӑмӑлшӑн кӑна, ачалла ҫепӗҫҫӗн кӑмӑлласа, хамӑр чунтан-чӗререн савӑнассине пӗтереттӗмӗр.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Туйӑмсене палӑртни ачалла хӑтланнине кӑтартать имӗш, кам ҫавӑн пек тӑвать, унӑн ача ӑсӗ кайса пӗтмен шутланатчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя мана ураран ыратмаллах чӗпӗтрӗ; анчах эпӗ ҫаврӑнса та пӑхмарӑм: чӗпӗтнӗ вырӑна алӑпа шӑлкаларӑм та ачалла тӗлӗнӳ, хӗрхенӳ тата хисеплӳ туйӑмӗсемпе Гришӑн мӗнпур хусканӑвӗсене сӑнарӑм, сӑмахӗсене итлерӗм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсӗ мана хака хумастӑн… — пачах ачалла кӳренсе каларӗ Малиша, винтовкине хывса хӑй умне тӑратнӑ май.
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пурте шӑпланчӗҫ, ачалла сӑн-питлӗ яштака кӗлеткеллӗ ҫамрӑк ҫине намӑсланса пӑхрӗҫ: унӑн ҫулти икӗ шӑлӗ ҫук, вӑл ҫавӑнпа селӗпрех сасӑпа калаҫать-мӗн.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Парти ҫине хӑй ачалла пӑхнишӗн унта вӑл пирвайхи хут кӳренчӗ.Здесь впервые пошатнулось его мальчишеское представление о партии.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтрах ун, ҫамрӑк чухнехи евӗрлӗ, ачалла йӑлисем те сахал мар: вӑл маркӑсене пуҫтарать, ҫан-ҫурӑмне сивӗ шывпа сӑтӑрать, ҫунтарса, пӑчкӑпа касса, йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тӑвать.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӑл Кэукай аллинчен ярса тытрӗ те, ачалла ашкӑнса, ҫав тери хастарлӑн кӑшкӑрса ярас килнине туйса, унпа юнашар чупрӗ.
Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.