Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ахӑрнех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик ӗнентерӳллӗн хӑйӑлтатса калаҫнине итлесе, Фома: — Ахӑрнех, ку вилӗмӗ ҫывхарнине сисет пуль, — тесе шухӑшласа илнӗ.

Слушая сиплый и уверенный голос старика, Фома подумал: «Смерть, видно, чует…»

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ку вара, ахӑрнех, хӑй малтан калаҫма пуҫлӗ, темӗнле ют, ӑнланмалла мар, пули-пулми сӑмахсем калӗ…

Эта, наверное, сама бы первая заговорила, какими-нибудь чужими, ей и бестолковыми словами…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ахӑрнех, авланма тивет пуль… — ассӑн сывласа, шухӑшласа илнӗ Фома.

«Пожалуй, надо жениться…» — вздохнув, подумал Фома.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ахӑрнех, каймалла пулать пуль…

Уходить, видно, надо…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ав, санӑн йӗммӳсем те, ахӑрнех, ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ пуль: тӗнчере тӗрлӗрен пустав-тавраш тем чухлех пирки мӗн ӗҫ пур пирӗн? — теҫҫӗ пуль.

Вот и штаны твои, наверно, так же рассуждают: какое нам дело до того, что на свете всякой материи сколько угодно?

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ахӑрнех, сӑлтавӗ пулман пулӗ, — лӑпкӑн ҫеҫ тавӑрса хунӑ пӗрре Фома.

— Видно, не за что было, — спокойно заявил однажды Фома.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ну, юрӗ-ҫке, антив ашкӑнтӑр, — ахӑрнех, ун пек характер пур ҫинче пӑсӑклӑх пулмӗ-ха…

Ну, ничего, пускай балуется, — дурного тут, видать, не будет… при таком его характере…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах хӗрарӑм хӑй мӗнле ҫынпа ларма тур килнине, ахӑрнех, сиссе илнӗ пулас, вӑл вара сасартӑк хӑюлланса: — Мӗншӗн эс, хуҫа, хӑна тумастӑн мана? — тесе, маттуррӑн пӑшӑлтатса каланӑ.

Но женщина, должно быть, поняв, с кем имеет дело, вдруг бойким шёпотом спросила его: — Что же ты, хозяин, не угощаешь меня?

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ку шыв, ахӑрнех, Атӑлтан та илемлӗрех пулӗ, — аран-аран сӑмах тупнӑ Фома.

— Река-то, пожалуй, красивее Волги, — с усилием выговорил Фома.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку япала чӑнах та ҫаплах иккенне, урӑхла пулма та пултарайманнине кам та пулсан ӗнентерсе каланӑ чух вӑл айваннӑн, именчӗклӗн кулса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй ӑшӗнче — хӗрарӑмпа хутшӑнасси пур ҫыншӑн та кун пек намӑслӑ формӑпа иртмест пулӗ, ахӑрнех ку тӗлӗшпе мӗн те пулин тасараххи, тӳрккес мартараххи, этемшӗн кӳренмелле мартараххи пулӗ, тесе шухӑшланӑ.

Когда же, смеясь над ним, его уверяли, что — они именно таковы и не могут быть иными, он глуповато и смущенно улыбался, но все-таки думал, что не для всех людей сношения с женщиной обязательны в таком постыдной форме: и что, наверное, есть что-нибудь более чистое, менее грубое и обидное для человека.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Игнат, ахӑрнех, кун пек ответа кӗтмен пулмалла, вӑл, темиҫе самант хушши ним чӗнеймесӗр, сухалне шӑлкаласа ларнӑ.

Игнат, должно быть, не ждал такого ответа и несколько секунд молчал, поглаживая бороду.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Игнат, ахӑрнех, ачин кӑмӑлне куҫран пӑхсах туйса илнӗ пулас: вӑл хӑй вырӑнӗнчен вӑрт-варт сиксе тӑнӑ та, ачине алӑ ҫине илсе, кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн чӑмӑртанӑ.

Игнат, должно быть, по глазам сына отгадал его чувства: он порывисто встал с места, схватил его на руки и крепко прижал к груди.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ахӑрнех ҫиесшӗн пулмалла.

Он, наверное, есть хотел.

Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ахӑрнех ялав вӗлкӗшни ытла та тӗлӗнтерчӗ пулмалла вӗсене, аслӑраххи ҫав ялав ҫине темӗнччен пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, питҫӑмартине хӑпартса, куҫхаршине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те какӑрнӑ пек туса: — О! — терӗ.

По-видимому, это их очень удивило, так как старшой долго смотрел на флажок, потом надул щеки, высоко поднял брови и сказал желудочным басом: — О!

ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Вӑл машинкӑпа пичетленӗ пропуск кӑтартнӑ, ахӑрнех ӑна нимӗҫле ҫырнӑ пулас, пичечӗ ҫинче пӗр кулӑшла ӑмӑрткайӑк, нимӗҫсен коменданчӗ ала пуснӑ.

Она даже показывала людям пропуск, написанный на пишущей машинке, по-видимому по-немецки, за печатью с чудацким немецким орлом и подписанный немецким комендантом.

XXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Ахӑрнех, парӗ те.

— Пожалуй, что даст.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пан Владислав, ахӑрнех, кайнӑ пулмалла.

Пан Владислав уехал, наверное.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ытах эпӗр ыран та нимӗн те тӑваймасан, ахӑрнех, кая юлӗ вара.

Ежели завтра ничего не сделаем, то будет, пожалуй, поздно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ахӑрнех, пулмасть пуль.

— Вероятно, нет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ахӑрнех, ӑна халь министр пулни усӑлах мар пулас: Эсӗр ӑнланатӑр-и, вӑл «халӑх представитӗлӗ-ҫке-ха», а пепеэсӑн ирӗксӗрех оппозицилле вылямалла.

— По-видимому, ему сейчас невыгодно быть министром: Вы понимаете, все-таки он «представитель народа», а ППС поневоле должна играть в оппозицию.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней