Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

атӑ сăмах пирĕн базăра пур.
атӑ (тĕпĕ: атӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алманчӑ саламатне атӑ кунчинчен кӑларма тытӑнсан пурте хурах кӑшкӑрнӑ пек ҫухӑрашса, такӑна-такӑна ӳксе килӗсене саланчӗҫ.

Помоги переводом

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫара пуҫӑн, уринче ҫип-ҫинҫе кунчаллӑ сӑран атӑ.

Помоги переводом

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет чӗнмерӗ, аллинчи саламачӗпе атӑ кунчине ҫапкаласа иҫниксем хыҫҫӑн утрӗ.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑн шурӑ кӗпи ҫине атӑ йӗрри ҫаплипех йӗрленсе юлать.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫийӗнчи кӗске сӑхманпа уринчи ҫемҫе атӑ ӑна арҫын ача пек кӑтартаҫҫӗ.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн аялти тути чӑнах та катӑк пулнӑ: ӗлӗк уретник атӑ кӗлипе тапнӑ хыҫҫӑн пулса юлнӑ ҫав, Шӗнерпуҫӗнче пӑлхав иртнӗ ҫул.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ — палламалла та мар: яштак пӳ-силлӗ, ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ; кӗске юбкӑллӑ, атӑ тӑхӑннӑ хӗрача ӑна сатур каччӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкӗ унӑн атӑ кунчи таранах.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Атӑ вӗҫҫӗнех тухнӑскер, шӑнса кайнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ну! — терӗ те лашине атӑ кӗллисемпе хырӑм айӗнчен тапа-тапа илчӗ, вара тусанлӑ ҫулпа ял витӗр чуптарчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрин хыҫҫӑн тепри «матроса» хӗнеме тытӑнчӗҫ: пит урса кайнисем ачана атӑ кӗллипе тутинчен тапа-тапа юнлантарса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Атӑ тасатса пама-и?

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Денщик каллех атӑ тасатма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Денщик, ваксӑпа сӗре-сӗре, атӑ кунчине ҫутатса тӑнӑ; ҫын килнине туймасӑрах, прихожӑйра хӗрҫум юрри ӗнӗрсе тӑнӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ишӗлтерме вӑй кирлӗ пулман: тӗпне тӑнӑ мӑнтӑррине купарчинчен атӑ кӗллипе тапни те ҫителӗклӗ пулнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Приказ хатӗрлес, — атӑ кӗллисемпе шаклаттарса каларӗ те Эльгеев, тухса кайма тӑчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Атӑ тӑхӑннӑ ача пӗрре те ҫук, пиншаклисем те ҫук, чалӑш ҫухаллӑ шур кӗпе тӑхӑннисем те курӑнмаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чашламари аппӑшӗ Кармӑш пасарӗнчен ун валли пӗчӗк атӑ туяннӑ, тата тӗттӗм сӑрӑ пиншак.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл кун хура хыс тата ҫӑтӑртатса пыракан ҫӗн атӑ тӑхӑннӑскер, Артур хӑйӗн ятне тивӗҫлех пулнӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуҫтарӑнаҫҫӗ вара, ӗҫрен тухсан, яш каччӑсем, хӗрсем умӗнче вӗҫкӗнленсе пирус туртаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри (чылайрах укҫа ӗҫлесе тупнисем) ҫӗн атӑ тӑхӑннӑ, ҫухине хӑрах енне туса ҫӗленӗ хура е кӑвак сатин кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне ал лаппи сарлакӑш чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ — епле чипер хӗрсен чӗри сиксе тапмӗ кун пек каччӑсемпе юнашар ларнӑ чух.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней