Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе ҫӗрте вӗсене шанчӑксӑр ҫынсем тесе тыта-тыта чарчӗҫ, анчах Нургали маттур пулни, ҫынсемпе калаҫма пӗлни тата хӑй ӗлӗк иҫник пулнине асӑнни кашнинчех ҫӑлчӗ.
16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӗнекере пӗрре ӑнсӑртран асӑнни «ӑнлантарса пани» пулать-ши?
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Чи йывӑр вӑхӑтсенче ман чӗреме юратупа асаттесем ҫинчен асӑнни хаярлантарма памастчӗ.В самые сложные времена любовь и память о предках не позволяли моему сердцу ожесточиться.
«Манӑн тӑван, юратнӑ Чӑваш Ен…» // Пишу и не жужжу. https://t.me/ZHURNALIST_Komarova/197
— Асӑнни ҫичӗ кун, ҫула тухни виҫӗ кун.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Фарфор, кӗмӗл, хрусталь, рояль, граммофон сӑмахсене асӑнни халӗ те хӑлхара янӑранӑ пек.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӑн та, Карлпа Корнелия яланах капӑр-янкӑс калаҫма юратаҫҫӗ, анчах ашшӗн ҫиллине темиҫе те асӑнни Тома вӑйлах пӑлхатать.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Скоррей калаҫӑвӗн стенографи ҫырӑвӗ — питех те пӑтрашуллӑ; унта пӗр япалана темиҫе хут асӑнни, ҫыхӑнман япаласем тӗл пулаҫҫӗ.Стенографическая запись рассказа Скоррея весьма спутанна, изобилует повторениями и отступлениями.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Фридланд ҫинчен асӑнни пек хӑрушӑ сӑмах урӑх кирлӗ те пулман, Беннигсен нимӗн чӗнме те пултарайман, Кутузов вара малалла ҫапла каланӑ: Мускава ҫухатни вӑл — Российӑна ҫухатни, пулмасть-ха, вырӑс халӑхӗ хаяр кӗрешӗве тухать, Российӑна ҫӑлассишӗн вӑл кирек епле инкек тӳсме те хатӗр, анчах халӗ, татӑклӑн хирӗҫ пырса ҫапас тесен, Рязань ҫулӗпе каялла чакмалла пулать, тенӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫак ятсене асӑнни кӑна ҫынсен ҫан-ҫурӑмӗсене ҫӳҫентерсе яратчӗ, чӗрисенче чиксӗр курайманлӑх ҫурататчӗ.
Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вилнисене асӑнни…
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— «Вилнисене асӑнни…»
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫаксене ҫеҫ асӑнни Фоман кӑмӑлне тултарайман.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чухӑнсем хӑйсен ҫав союзне хурҫӑ пекех ҫирӗп туса хуни пирӗн паттӑр юлташа мӗн ӗмӗрех ырӑ кӑмӑлпа асӑнни пулать, Чжао Юй-линь юлташ Китайри коммунистсен партин членӗ пулма кандидата кӗнӗччӗ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шкул директорӗ хыҫҫӑн Аймын старик, леш, Виктор Сергеевич хӑйӗн сӑмахӗнче асӑнни, сӑмах илчӗ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сводкӑра пирӗн станицӑна та асӑнни ҫинчен ырӑ мар хыпара чи малтан мана Виктор пӗлтерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗрремӗш хут Капмар баньян пирки асӑнни XIX ӗмӗрте тӗл пулать.
Капмар баньян — пӗртен-пӗр йывӑҫран тӑракан 1,5 гектар лаптӑк вӑрман // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5566.html
Санвзвод ҫинчен асӑнни тӑвансен кӑмӑлне пӗтӗмпех пӑсса пӑрахрӗ.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫак тӗлӗшпе Чкаловпа Байдуков хушшинче сывлӑшра пӗрремӗш хут пулса иртнӗ «ҫапӑҫу» пирки асӑнни те интереслӗ.Характерен в этом отношении и первый воздушный «бой» Чкалова с Байдуковым.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Часах эпир утрав ҫинчен нефть юхтарма тытӑнӑпӑр, ку вара чаплӑ совет инженерне, хамӑрӑн шанчӑклӑ юлташа хисеплесе асӑнни пулӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫитменнине тата сирӗн тетӳ вилнӗ, ҫавна май унӑн чунне асӑнни пулать.К тому же и дядюшка у вас помер, так что — как бы на помин души.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.