Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапӑҫу хирӗсенче юн тӑкнӑ фронтовиксем пирӗн хушӑра пулмасан та пирӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кӳнӗ мӗн пур асапа, мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫ хунӑ ҫынсене нихӑҫан та манса каймалла мар.
Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/
Чӗринчи мӗнпур асапа кӑтартса парасшӑн пулчӗ Славик сӗрме купӑспа.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Кунашкал асапа тивӗҫлӗ пуль эпӗ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Чӗкеҫӗм-чечекҫӗм, пӗр сан ҫинчен уйласа Чӑтса тухрӑм асапа, ҫухатмарӑм шанчӑка.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Манӑн вара урӑхран ҫак санӑн асапа курса пурӑнма вӑй-халӑм ҫитмест.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Ах, Ула Тимӗр, чунӑм, сана чун-чӗререн юратса, чунтан-вартан ырӑ сунса, хӑвна шеллесе калатӑп: ан васка пирӗн пата, вӗҫӗмсӗр асапа.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ун пичӗ улшӑнсах тӑрать, кӑмака ҫинче пӗччен ларнӑ чухне Марине унран хӑрать, амӑшӗпе чухне асатте чеен кулнӑ пек, юмахсенчи асапа лекнӗ ҫынсене хӑтаракан паттӑр пек туйӑнать.
Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.
Халӗ вара… мӗн чухлӗ чӑваш ҫамрӑкӗ тӗттӗмре юлать, мӗн чухлӗ пултаруллӑ ҫын тӗрлӗ асапа пула хунавлах хӑрать!..
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Анчах, вӑрӑ-хурахсен ниҫта та ҫырӑнман саккунӗ — тем пулсан та юлташӗсене сутма юраманни, ӑна этем курса чухламан асапа та тӳссе ирттерме вӑй-хӑват пачӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ывӑл, — ку асапа тӳсме вӑй ҫитереймерӗ Эрнепи.
6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вут-ҫулӑм витӗр тухса, концлагерьсенчи асапа тӳссе ирттерсе нимӗҫ фашисчӗсене аркатма пултарнӑ.
Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan
Мӗн ӑнланаҫҫӗ вӗсем пирӗн терте, пирӗн асапа.
11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӑван яла, тӑван тавралӑха ҫакланассишӗн темле асапа та тӳссе ирттерме пулать ҫут тӗнчере.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Чиркӳ тӑвассине хирӗҫ пулнӑшӑн хӑрушла асапа лекме пулать.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Асапа, мӑшкӑла тӳсме пӳлӗхҫӗ тӳсӗмлӗ ӳстертӗр сана — хӗн-хур курма ҫуралнӑ мӗскӗн чуна…
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫав асапа курма ҫуратнӑ-и ӑна амӑшӗ?
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӗмӗт тени те пурччӗ, ку вӑхӑтлӑх асапа тӳссе ирттеретпӗр те ыран этемле пурӑнма тытӑнатпӑр тетчӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эх, эпӗ курнӑ асапа кӑтартасчӗ сире, вара Хусан мӗн иккенне пӗлӗттӗр!
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Эй, шӑллӑм, шӑллӑм! Мӗн-ма турри ҫав териех ҫилленнӗ-ши пире? Ах, тур, Павлуш, мӗнле сӑмахӑмпа хамӑн хуйхӑма пусарайӑп-ши? Епле тӳссе ирттерӗп-ши тур янӑ асапа? Пӗртен-пӗр хӗрӗме, Люттяна, ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм-ҫке!» — хумханса вуларӗ Павлуш, анчах мӗн пулса иртнине пӗлеймерӗ-ха ҫав тери хӑрушӑ сӑмахсенчен.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Николаев тӳсеймен ҫак асапа.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.