Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Ырӑ арӑм епле тупайӑн? вӑл ахах-мерченрен те хаклӑрах; 11. упӑшкийӗн чӗри шанать ӑна, ун пек арӑмпа вӑл тӑкак курмӗ; 12. арӑмӗ ӑна ӗмӗрех ырӑ туса савӑнтарӗ, нихӑҫан та усал тумӗ.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чурасем хуҫа аллинчен, хӗрарӑм чура хуҫа арӑмӗ аллинчен пӑхса тӑнӑ пек, акӑ пирӗн куҫӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа енне, хамӑр Туррӑмӑр енне, хамӑра хӗрхеничченех пӑхаҫҫӗ.
Пс 122 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Арӑмӗ ӑна каланӑ: мӗн эсӗ ҫаплах айӑпа кӗресрен сыхланатӑн!9. И сказала ему жена его: ты все еще тверд в непорочности твоей!
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑсчахсем тата арӑмӗ, Зерешь, каланӑ ӑна: Мардохей иудей ҫынни пулсан, сан инкекӳсем ӑна пула пуҫланчӗҫ пулсан, эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, вӑл сана пӗтерет пулӗ, [мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле чӗрӗ Турӑ,] тенӗ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Арӑмӗ, Зерешь, тата тусӗсем каланӑ ӑна: аллӑ чике ҫӳллӗш юпа лартчӑр, ирхине патшана кала, Мардохее ҫав юпаран ҫакчӑр, ун хыҫҫӑн вара хавассӑн патшапа пӗрле ӗҫке-ҫике уттар, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудифе курма пӗтӗм Израиль арӑмӗ чупса тухнӑ, вӗсем ӑна мухтанӑ, унӑн ячӗпе юрӑ ушкӑнӗ йӗркеленӗ; Иудифь вара аллине иҫӗм ҫулҫисемпе яваланӑ туясем илнӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑмсене салатса панӑ, 13. вӗсем, — Иудифь тата унпа пӗрле пыракансем, — ҫу йывӑҫӗн ҫулҫисенчен тунӑ пуҫкӑшӑльсем тӑхӑннӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл халӑх патне чупса тухнӑ та кӑшкӑрса янӑ: 18. пире чурасем улталарӗҫ; пӗр еврей арӑмӗ Навуходоносор патшанӑн килне мӑшкӑл турӗ, акӑ ӗнтӗ Олоферн урайӗнче выртать, унӑн пуҫне касса илнӗ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем хулари пур аслӑ пуҫлӑха чӗнтернӗ, ӗнтӗ пухӑва вӗсенӗн пӗтӗм яшӗ, арӑмӗ пуҫтарӑннӑ, Ахиора пӗтӗм халӑх варрине тӑратнӑ та, Озия унран мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама ыйтнӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Арӑмӗ каланӑ: ху чарӑн, мана ан ултала; ачамӑр пӗтрӗ, тенӗ.7. А она сказала ему: молчи ты, не обманывай меня; погибло детище мое.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Арӑмӗ ӑна ҫапла каланӑ: пирӗн ывӑлӑмӑр вилнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа таврӑнаймасть вӑл, тенӗ.4. Жена же его сказала ему: погиб сын наш, потому и не приходит.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн арӑмӗ Една та, унӑн хӗрӗ Сарра та йӗнӗ; ҫапла вӗсене питӗ хапӑл туса йышӑннӑ, 9. така та пуснӑ, вӗсен умне сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартнӑ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мухтавлӑ, аслӑ Турӑ ҫав икӗ ҫыннӑн кӗллине те илтнӗ, вара вӗсене иккӗшне те сыватмашкӑн Рафаила янӑ: 17. Товитӑн шур илнӗ куҫне сиплеме хушнӑ, усал сывлӑша Асмодее ҫыхса пӑрахса, Рагуил хӗрне Саррӑна вара Товит ывӑлӗн Товиян арӑмӗ тума хушнӑ: ӗнтӗ Саррӑн йӑхне Товиян тӑсмалла пулнӑ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрарӑм тарҫӑсем ҫавӑншӑн Саррӑна хурланӑ: епле намӑс мар сана, эсӗ упӑшкусене пӑвса вӗлертӗн, ҫичӗ ара ҫитсе, пӗрин арӑмӗ те пулаймарӑн! тенӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара Хелкия тата патша ҫыннисем хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; 6. хӑйӗн арӑмӗ Ахав хӗрӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Гаваонра ҫаксем пурӑннӑ: Гаваон ҫыннисен ашшӗ Иеил, — унӑн арӑмӗ Мааха ятлӑ пулнӑ, — 36. унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑн Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав, 37. Гедор, Ахио, Захария тата Миклоф.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.