Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

арҫынсем (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Ӑна Аарон йӑхӗ-кӑкӗнчи арҫынсем пурте ҫиме пултараҫҫӗ.

18. Все потомки Аароновы мужеского пола могут есть ее.

Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. [Фараон] вӗсене каланӑ: ҫапла пултӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе! эпӗ сире яма хатӗр, анчах мӗншӗн ачӑрсемпе каясшӑн? куратӑр-и, эсир усал шухӑш тытнӑ! 11. ҫук, арҫынсем анчах кайӑр, кайӑр та Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр ҫавна ыйтрӑр, тенӗ.

10. [Фараон] сказал им: пусть будет так, Господь с вами! я готов отпустить вас: но зачем с детьми? видите, у вас худое намерение! 11. нет: пойдите одни мужчины и совершите служение Господу, так как вы сего просили.

Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗлмешкӗн ҫакна калани те вырӑнлӑ: наркотиксемпе усӑ куракансен тӗп йышӗ арҫынсем — 89,7%.

Помоги переводом

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хуткупӑс калакансен «Шетмӗ кӗввисем» ансамблӗнче — арҫынсем.

Помоги переводом

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑн-чӑн арҫынсем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ вӑйӑсенче те кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ҫӑварнине анлӑн уявланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Алимент тӳлекенсен пысӑк пайӗ — арҫынсем.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сцена ҫине тухсан арҫынсем ытамӗ-ытамӗпех чечек ҫыххи парнелетчӗҫ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗр-пӗрне тӗл пулсан арҫынсем хӑш вӑхӑта ытларах аса илеҫҫӗ тетӗр?

Помоги переводом

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Следователь ӗҫне чылай чухне арҫынсем суйлаҫҫӗ.

Работу следователя обычно выбирают мужчины.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Колхоз-совхозсене пӗтермелле марччӗ. Тен, ял та пушанмастчӗ. Вӑйпитти арҫынсем те Мускава ӗҫлеме ҫӳремӗччӗҫ», — ассӑн сывларӗ ватӑ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ районти вунтӑваттӑмӗш культурӑпа спорт фестивальне хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те них-ҫанхинчен йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Паллах, ялта пурӑнакан арҫынсем кашниех уйрӑм.

Конечно, мужчины, живущие в деревне все разные.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пушӑ вӑхӑтра мӗн тӑваҫҫӗ-ши ялти арҫынсем?

Как проводят деревенские мужчины свое свободное время?

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ӗҫсӗррисем хушшинчен 58 проценчӗ - 20-39 ҫулсенчи арҫынсем.

Среди безработных 58 процентов - 20-39-летние мужчины.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Шел пулин те, ялта пурӑнакан арҫынсем ытларах вилеҫҫӗ, малтанхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулта 4,2 пин ҫын ҫӗре кӗнӗ.

К сожалению, среди мужчин из сельской местности смертность выше, по предыдущей статистике в 2015 году 4,2 тысяч человек умерло.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Район центрӗнче арҫынсем кире пуканне йӑтса, алӑ вӑйне виҫсе, автанла ҫапӑҫса тупӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Эх, мӗнле хӗрарӑм», - ахальтен мар чарӑнса тӑрсах куҫ илми сӑнаҫҫӗ ӑна арҫынсем.

"Ах, какая женщина", - не зря останавливаясь, не сводя глаз смотрят на нее мужчины.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.

От водки не отказываются и женщины, и мужчины, но среди отравившихся 78 процентов - мужчины.

Вика Сорокина // Эрех леш тӗнчене ӑсатать. http://chuvash.org/news/11600.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней