Поиск
Шырав ĕçĕ:
41. Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хирӗҫ ларнӑ та халӑх ҫав арчана укҫа янине сӑнаса ларнӑ.41. И сел Иисус против сокровищницы и смотрел, как народ кладет деньги в сокровищницу.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Левитсем саккун арчине илсе ҫӗкленӗ, 5. вара арчана та, пуху чатӑрне те, чатӑрта пулнӑ мӗнпур сӑваплӑ япалана та йӑтса кайнӑ, — вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Давидпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Иудея ҫӗрӗнчи Кириаф-Иарим хулине херувимсем ҫинче ларакан Туррӑн, Ҫӳлхуҫанӑн, арчине, Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен арчана, куҫарса килме кайнӑ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та ту ҫинчен антӑм, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, чул хӑмасем арчара пулччӑр тесе, вӗсене хам тунӑ арчана хутӑм.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма чутласа якат та йывӑҫ арча ту, вара Ман патӑма ту ҫине улӑх; 2. Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; вара хӑмасене арчана хур, терӗ.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Саккун хӑмисене илнӗ те арчана хунӑ, каштисене арча ункисене тӑхӑнтартнӑ, хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хунӑ; 21. хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл саккун арчине кӗлӗ чатӑрне илсе кӗрсе лартнӑ та, чаршав карса, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арчана хупӑрласа хунӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Арчана Эпӗ сана парас чул хӑмасене хур.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.