Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Хӗнӗр! — кӑшкӑрчӗ те вӗсенчен пӗри, тумтир арки айӗнчен шахтерсен обушокне туртса кӑларчӗ.Вот один выхватил из-под полы шахтерский обушок и крикнул: — Бей.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унтан эпӗ аса илтӗм: манӑн фуфайка арки вӗҫӗнче шахтӑри хӑмӑр тӑм татӑкӗ пуррине аса илтӗм.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хура турӑ лаши ман сӑхман аркинчен сӗртӗнсе пӑхрӗ, сӑхман арки ирӗккӗн усӑнса тӑни иккӗшне те пит тӗлӗнтерсе ячӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кимӗне туса пӗтерсен, король майри пит савӑнса кайрӗ те, ӑна ҫавӑнтах тумтирӗ арки ҫине хурса, короле кӑтартма чупса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ кӑмакаран тимӗр листисене кӑларатӑп, пекарь вӗсем ҫинчен пӗр вунӑ плюшка, слойка, сайка илет те вӗсене хӗрӗн арки ҫине пӑрахать, лешӗ вара, вӗри плюшкӑна пӗр ывӑҫи ҫинчен тепӗрин ҫине ывӑтса, ӑна сурӑх шӑлӗсем пек сарӑ шӑлӗсемпе ҫыртать, пиҫсе каять, хаяррӑн йынӑшса илет, ӗнерлет.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Лена Рогачева кунӗ-кунӗпе сад-пахчинче вылянӑ, тӗттӗмленсен вара Соломин арки ҫине пырса ларнӑ та ҫаплах ҫывӑрса кайнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Надзиратель темле чалӑшшӑн та йывӑррӑн, кулас пек, шӑлӗсене йӗрчӗ, ывӑҫ тупанӗпе ҫухаран тытӑнса китель арки таранах хыпашласа илнӗ, тӳммисене тата-тата пӑрахрӗ, чӗлхине аран-аран ҫавӑркаласа ирсӗрӗн вӑрҫса илчӗ, вара, сасартӑк ҫаврӑнчӗ те, алӑкран хӑвӑрт тухрӗ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Сана ӗҫтермеҫҫӗ-и, пуҫ таймаҫҫӗ-и: Дмитрий Алексеич, турӑ пул, пулӑш, эпир сана ӗмӗр-ӗмӗр тав тӑвӑпӑр, тесе сӑхман арки айӗнчен пӗр-ик тенкӗ алла тыттармаҫҫӗ-и вара?
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Унтан, урам вӗҫӗнчи начар кӑна ҫуртран, урине жидсен пушмакне тӑхӑннӑ ҫын утса тухни тата ун кӗске сӑхманӗн арки сирӗлкелесе пыни курӑнса кайрӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Манӑн та, ун умӗнче сиккелесе илсе, кайран ун арки ҫине хӑпарса ларас пулать.Надо бы и мне попробовать поскакать и попрыгать перед ним, потом забраться к нему на колени!
Ашак ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Купца ачана хӑй арки ҫине лартса ачашлать.
Купцапа унӑн пӗлӗшӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫавна май юбки айӗнчен блузка арки тухса каять, ҫакӑ ӑна каллех кулӑшла кӑтартать.От этого розовая полка выбивается из юбки, торчит как-то потерянно.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Унӑн лӑсканса пӗтнӗ кӑвак сӑхманӗн сарлака арки айӗнче ҫинҫе хӗҫ сулланса пыратчӗ.Под широкими полами его истрепанного синего кафтана колыхался кортик.
II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унта кӗме — хатӗрленмелле вара, кӗрӗк арки йӑваласа лармалла мар!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Вӑл унпа кӗрӗк арки йӑваласа ларать, ман вара хӗвел ҫинче хӗртӗнсе выртас-и?
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Унӑн пиншак арки ӑшне темиҫе пысӑк йӗп чиксе хунӑ.В борт пиджака у него было вколото несколько больших иголок.
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Часах тӑшманӑн тата тепӗр пысӑк колонни вӑрманӑн кӑнтӑр енчи арки патне ҫывӑхарма пуҫларӗ.Вскоре другая, более многочисленная колонна немцев стала приближаться к южной опушке леса.
Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак хула ванчӑкӗ ҫине улӑхса тӑрсан, Спадщан вӑрманӗн хӗвелтухӑҫ енчи арки питӗ лайӑх курӑнса выртать.Отсюда хорошо видна восточная опушка этого большого темнеющего издали лесного массива.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Унтан ешӗл курӑк тӗслӗ, пилӗк пус укҫа калӑпӑш тӳмеллӗ, сӑкман майлӑ тумтирӗн арки вӗлкӗшрӗ, ҫав аркӑ хушшинчен мал енчен сарлака хушӑллӑ ылттӑн пастарпа тыттарнӑ жилет курӑнса кайрӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.