Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аркатрӗ (тĕпĕ: аркат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
28. Вавилон ҫыннисем, ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ та патшана хирӗҫ ҫӗкленнӗ, вӗсем ҫапла каланӑ: пирӗн патша иудей пулса кайрӗ; Бела аркатрӗ, аҫтахана вӗлерчӗ, апӑссене вилӗм аллине пачӗ, тенӗ; 29. вара патша патне пырса каланӑ: эсӗ пире Даниила тытса пар, унсӑрӑн эпир сана хӑвна та, санӑн кил-йышна та вӗлеретпӗр, тенӗ.

28. Когда же Вавилоняне услышали о том, сильно вознегодовали и восстали против царя, и сказали: царь сделался Иудеем, Вила разрушил и убил дракона, и предал смерти жрецов, 29. и, придя к царю, сказали: предай нам Даниила, иначе мы умертвим тебя и дом твой.

Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Кӗсменҫӳсем сана аслӑ шывсене илсе тухрӗҫ; ҫавӑнта, тинӗссем варринче, сана тухӑҫ ҫилӗ аркатрӗ.

26. Гребцы твои завели тебя в большие воды; восточный ветер разбил тебя среди морей.

Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫӳлхуҫа тӑшман пек пулчӗ те Израиле пӗтерсе тӑкрӗ, унӑн пӗтӗм керменне ҫаратса тухрӗ, унӑн тӗреклетнӗ ҫурчӗсене аркатрӗ, Иуда хӗрӗн куҫҫулӗпе асапӗ талккӑшӗпех сарӑлчӗ.

5. Господь стал как неприятель, истребил Израиля, разорил все чертоги его, разрушил укрепления его и распространил у дщери Иудиной сетование и плач.

Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.

2. Погубил Господь все жилища Иакова, не пощадил, разрушил в ярости Своей укрепления дщери Иудиной, поверг на землю, отверг царство и князей его, как нечистых: 3. в пылу гнева сломил все роги Израилевы, отвел десницу Свою от неприятеля и воспылал в Иакове, как палящий огонь, пожиравший все вокруг; 4. натянул лук Свой, как неприятель, направил десницу Свою, как враг, и убил все, вожделенное для глаз; на скинию дщери Сиона излил ярость Свою, как огонь.

Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл ҫӳлте пурӑннисене, ҫӳлте ларакан хулана ҫапса антарчӗ; аркатрӗ ӑна, ҫӗр ҫине йӑвантарчӗ, тусанпа хутӑштарчӗ.

5. Он ниспроверг живших на высоте, высоко стоявший город; поверг его, поверг на землю, бросил его в прах.

Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5-6. Халӑхсене хаяррӑн, тарса хӑтӑлмалла мар асаплантарнӑ, йӑх-ӑрусене кӑра ҫилӗпе хӗсӗрлесе тытса тӑнӑ йӗркесӗр ҫынсен патаккисене, патшасен туйисене Ҫӳлхуҫа тӗппипе аркатрӗ.

5. Сокрушил Господь жезл нечестивых, скипетр владык, 6. поражавший народы в ярости ударами неотвратимыми, во гневе господствовавший над племенами с неудержимым преследованием.

Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӑл унта ҫӗмрен ҫулӑмне, хулкана, хӗҫе, вӑрҫа аркатрӗ.

4. Там сокрушил Он стрелы лука, щит и меч и брань.

Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Килӗр, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене курӑр — Вӑл ҫӗр ҫинче епле тустарса тухрӗ: 10. вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса ухӑсене аркатрӗ, сӑнӑсене хуҫса ывӑтрӗ, вӑрҫӑ ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗ.

9. Придите и видите дела Господа, - какие произвел Он опустошения на земле: 10. прекращая брани до края земли, сокрушил лук и переломил копье, колесницы сжег огнем.

Пс 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫемьене, кил-ҫурта вӑл хӑй аркатрӗ, пурнӑҫа салатрӗ пулсан халь тин мӗн кирлӗ ӑна?

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней