Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

арифметикӑпа (тĕпĕ: арифметика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан та ытларах, арифметикӑпа манӑн иккӗ паллӑ пулнӑ вӗт-ха.

И главное, у меня ведь по арифметике была двойка!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Пӗлтӗр эпӗ арифметикӑпа пит чаплах вӗренеймерӗм те, халӗ ӗнтӗ мӗн вӗренейменнине вӗренсе ҫитересшӗн.

— В прошлом году я неважно по арифметике учился, вот и хочу теперь наверстать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Тепӗр куна валли пире арифметикӑпа нимӗн те парса ямарӗҫ, эпӗ савӑнтӑм, мӗншӗн тесен задачӑсем шутласси ҫав териех кӑмӑллӑ япала мар.

На следующий день нам по арифметике ничего не было задано, и я был рад, потому что это не такое уж большое удовольствие задачи решать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ҫав кун шӑпах арифметикӑпа задача шутлама парса янӑччӗ.

Как раз в этот день была задана задача по арифметике.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Шел, ҫав кун арифметикӑпа нимӗн те парса яман, парса янӑ пулсан, задачӑна хамах шутлаттӑмччӗ пулас.

Жаль только, что в этот день по арифметике ничего не было задано, а то бы я, наверно, задачу сам решил.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Эпӗ хам ҫине хам тарӑхма тытӑнтӑм, мӗншӗн тесен манӑн арифметикӑпа иккӗ паллӑ, ҫапах та пурне те лайӑх вӗренетӗп тесе каларӑм.

Меня начала мучить совесть, потому что у меня по арифметике была двойка, а я всем говорил, что учусь хорошо.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ҫав спектакле тата шахмата пула, эпӗ лайӑххӑн вӗренме тытӑнаймарӑм, тепӗр темиҫе кунтан пире пӗрремӗш чӗрӗкшӗн табельсем валеҫсе пачӗҫ те, унта манӑн арифметикӑпа иккӗ паллӑ пулнине куртӑм.

Из-за этого представления да еще из-за шахмат я так и не взялся как следует за учебу, и, когда через несколько дней нам выдали за первую четверть табели, я увидел, что у меня стоит двойка по арифметике.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Арифметикӑпа лайӑхрах вӗренме тытӑниччен, эпӗ шахматла урӑх выляс мар терӗм.

А я решил не играть больше в шахматы до тех пор, пока не подтянусь по арифметике.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Халӗ ӗнтӗ манӑн, епле пулсан та, унран выляса илес килет, ҫавӑнпа та эпӗ кашни кунах ун патне арифметикӑпа вӗренме ҫӳрерӗм, эпир вара сехечӗ-сехечӗпе шахматла вылярӑмӑр.

Теперь мне обязательно хотелось обыграть его, и с тех пор я каждый день ходил к нему заниматься по арифметике, и мы по целым часам сражались в шахматы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вара эпир арифметикӑпа вӗренме тытӑнтӑмӑр, анчах кунта та вӑл хӑйӗн усал кӑмӑлне кӑтартрӗ.

Потом мы стали заниматься по арифметике, но и тут проявился его скверный характер.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Эпӗ мӗншӗн арифметикӑпа лайӑх вӗренетӗп тесе шутлатӑн эсӗ?

Ты думаешь, почему я хорошо по арифметике учусь?

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Арифметикӑпа эпир шутлама ӗлкӗретпӗр.

Арифметику мы успеем сделать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Эсӗ мана арифметикӑпа пулӑш-ха.

— Вот помоги мне лучше арифметику сделать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Арифметикӑпа унӑн яланах — пиллӗк.

У него всегда по арифметике пять.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пирӗн класра вӑл арифметикӑпа пуринчен те лайӑхрах вӗренет.

Он в нашем звене лучше всех по арифметике учится.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

«Эпӗ арифметикӑпа иккӗ паллӑ илтӗм».

«Я двойку по арифметике получил».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Эпӗ питӗ савӑнтӑм тата чӑнахах та лайӑх вӗренме шутларӑм, анчах темӗншӗн ырана хӑвара-хӑвара пытӑм, тепӗр темиҫе кунтан пирӗн арифметикӑпа ҫыру ӗҫӗ пулчӗ те, эпӗ иккӗ паллӑ илтӗм.

Я был очень рад и даже на самом деле собирался начать учиться лучше, но все почему-то откладывал, а через несколько дней у нас была письменная работа по арифметике и я получил двойку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Эпӗ арифметикӑпа вӗренме пултараймастӑп.

— Я к арифметике неспособный.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Яланхи пекех, малтан эпӗ чи ҫӑмӑллисене вӗрентӗм, унтан вара арифметикӑпа задача шутлама тытянтӑм.

По своему обыкновению, я сделал сначала то, что было полегче, а после всего принялся делать задачу по арифметике.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Санӑн арифметикӑпа лайӑхрах вӗренме тӑрӑшас пулать, вӑл санӑн пӗлтӗртенпех уксахлать.

Тебе нужно приналечь на арифметику, она у тебя с прошлого года хромает.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней