Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аранах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палас кукӑрне капланса тулнӑ пӑр аранах тапранса кайрӗ — ун хыҫҫӑнах шыв хӑвӑрт чакма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ аранах сывлӑш ҫавӑртӑм.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юлашкинчен вӑл аранах шӑпланчӗ.

Помоги переводом

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аранах шыраса тупрӑм сана.

— Еле нашел тебя, Педер!

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чечек телейлӗ; аранах Вӑл тӑчӗ куҫҫульне тытса.

Помоги переводом

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чарӑнӑр, юлташсем! — шавлакансене аранах лӑплантарчӗ вӑл.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл тахҫан Давенант пулнӑ каччӑна аранах палларӗ.

Он с трудом узнал того юношу, каким был Давенант.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсем кимӗ тӗпӗнче хевтесӗррӗн шуҫа-шуҫа куҫаҫҫӗ; кӗсменпе авӑсмассеренех кӗлетки ларкӑчран ӳкесрен аранах сыхланса юлать.

Ноги Гелли беспомощно скользили по дну, и, с каждым взмахом весел, тело почти съезжало с сиденья.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӑйӗн пайне аранах ҫисе ярсан, ҫурма тӑраннӑскер, вӑл килӗшӗн тунсӑхлама пуҫларӗ.

Съев кое-как свою порцию, она, став полусытой, затосковала по дому.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Каймалла! — хӑйне аранах лӑплантарчӗ Тарт.

— Надо уйти! — сказал Тарт, с трудом возвращая самообладание.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

— Фу, аранах пӗтрӗҫ ку экзаменсем, йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ, — терӗ Коля урама тухсан.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Ой, аранах ҫитрӗн, — кӗтсе илчӗ ӑна халӑх сучӗн председателӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вара аранах ирччен кӗтме решени йышӑнать.

Он решил ждать утра.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Пире окорокӑн пӗр пӗчӗк татӑкӗ те лекмерӗ, — сывлӑш ҫавӑрса аранах каласа хучӗ вӑл.

— Нам не досталось ни кусочка окорока, — выпалил он, едва успев перевести дух.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Бургомистр ҫӑварӗнчи какай татӑкне аранах ҫӑтса ячӗ те Готтфрида тем калама пуҫтарӑнчӗ.

Бургомистру удалось наконец кое-как справиться с мясом, и он уже собирался что-то ответить Готтфриду.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӑна шыраса Эмиль ашшӗ икӗ сехет сая ячӗ, юлашкинчен аранах ун тӗлне пырса тухрӗ.

И папа битых два часа провёл в поисках, пока случайно на неё не наткнулся.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Юлашкинчен ӑна аранах лешӗнчен хӑйпӑтса илнӗ, такамсем ун ҫине выртса уртӑннӑ, вара вӑл урисен вӗҫӗнче, урайӗнче, хӑй хӗнесе пӑрахнӑ ҫынна, хӗрлӗрех тӗтре витӗр курнӑ пек, асӑрханӑ.

Наконец его оторвали, навалились на него, и, как сквозь красноватый дым, он увидел пред собой, на полу, у ног своих, избитого им человека.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӳрече витӗр аранах акӑ юрпа витӗннӗ пахчасем, хирсем курӑнса кайрӗҫ…

Но вот за окнами потянулись огороды, поля, покрытые сугробами…

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Акӑ Маруся аранах праҫнике кӗтсе илчӗ.

И вот Маруся дождалась, наконец, праздника.

Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Акӑ аранах няня килчӗ те, Маруся класа чупса кӗрсе кайрӗ.

Вот, наконец, пришла няня, и Маруся бежит в класс.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней