Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аннӑ (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ? — кӑшкӑрать Нюра, ҫырантан шуса аннӑ май.

А я? — кричит Нюра, скатываясь с откоса.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

 — Сире хӗвел аннӑ вӑхӑтра хам патӑмра кӗтетӗп; апатланӑпӑр, савӑнӑпӑр та… ӗҫсем ҫинчен калаҫӑпӑр.

— Я жду вас на заре в своем доме: поужинаем, повеселимся и… поговорим о серьезных делах.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Юр ирӗлсе, ун тути-ҫӑварӗ тӑрӑх юхса аннӑ, Гассана ку упа юханшыв пек куҫҫуль юхтарса макӑрнӑ пек курӑннӑ.

Когда снег таял, он тёк по его морде, и Гассану показалось, что медведь плачет в три ручья.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Гурьянов лаши ҫинчен аннӑ та разведчик патне васкаса утнӑ.

Гурьянов слез с коня и быстро пошел к разведчику.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Шуррисем вара тем пек хаярланса кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ, харсӑртараххисем, ҫырантан аннӑ та, кинжалӗсене ҫӑвара хыпса, шыв урлӑ ишсе каҫнӑ, шӗвӗр чулсенчен тытса, башньӑн тепӗр енпе ҫӳлелле улӑхма тытӑннӑ.

Тогда белые пришли в страшную ярость, и два смельчака спустились с обрыва в реку и, держа в зубах кинжалы, переплыли реку и стали взбираться по острым уступам к башне с другой стороны.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Шуса аннӑ чухне вӑл кӑштах пуҫхӗрлӗн тирӗнмест.

Он повис на краю кровати, и казалось, вот-вот свалится на пол.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Унӑн шӗвӗр хӑлхисем, ытти кашкӑрсенни пек, чанк тӑмаҫҫӗ; пуҫӗ ывӑннӑн, вӑйсӑррӑн усӑнса аннӑ, куҫӗсем тӗксӗм, куҫа шартарса яракан хӗвел ҫуттине пула, вӑл куҫӗсене тӑтӑшах хупа-хупа илет.

Уши не торчали кверху, как это ему приходилось видеть у других волков, глаза помутнели и налились кровью, голова бессильно понурилась.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Гусев ҫӳлерех ҫӗкленме пуҫларӗ, тӗллевӗ: аннӑ чухне хӑвӑртлӑха икӗ хут ӳстересси, ҫапла майпа йӗрлевҫӗрен хӑтӑласси.

Тогда Гусев стал набирать высоту, рассчитывая при спуске удвоить скорость и уйти от преследователя.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗллехи сивӗ тапхӑрта халӑх Марс айне, тарӑн ҫӗре, аннӑ.

В зимние стужи население уходило под поверхность марса, на большую глубину.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл чул цокольрен аннӑ истукан пек, Тӳпен чӑн-чӑн ывӑлӗ пек туйӑнать.

Он казался истинным сыном неба, истуканом, сошедшим с каменного цоколя.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах тапӑнуҫӑсен йӑтӑнса аннӑ юхӑмӗ салтаксене те, хӑрушӑ машинӑсене те таптаса лапчӑтрӗ.

Но хлынувшие потоки наступающих смяли и солдат и страшные машины.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Кунта Магацитл аннӑ, арланӑ ҫип ҫӑмхи ҫакса хунӑ туя йӑтса пынӑ, — терӗ Аэлита.

— Здесь спускался магацитл, нёс трость с привязанной пряжей, — сказала Аэлита.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑссӑр Учкурсем тӳрем-сӑртлӑхран малтанхи хут аннӑ кунранпа ҫӗр ҫул иртет.

Со дня, когда безумные Учкуры впервые спустились с плоскогорья — прошло сто лет.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Старик картах сикрӗ, шуса аннӑ куҫлӑхне тӳрлетрӗ, кӗленче ҫийӗн экран ҫине пӑхать, шӑлсӑррӑн кулать.

Старичок вздрогнул, поправил сползшие очки, взглянул поверх стёкол на экран, и улыбнулся беззубо.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗвел аннӑ ӗнтӗ.

Солнце закатилось.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр ҫинчен аннӑ юлашки ҫын вилсен — унпа пӗрле Вӑрттӑн Пӗлӳ те ҫухалать.

Когда умер последний пришелец с земли — с ним ушло и Тайное Знание.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Нумайӑшӗ ҫавӑн чухне мӗлке курнӑ: хӗвел аннӑ чухне Тума хӗрринчен этем ӗлки туха-туха тӑрать, — аллисемпе урисене сарса хунӑ, пуҫӗ ҫинче ҫӳҫӗ ҫулӑм пек.

Многие тогда видели призрак: на закате солнца поднималась из-за края тумы тень человека, — ноги его были расставлены, руки раскинуты, волосы на голове, как пламя.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл кӗтӳҫ ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, Лизиазира тӑвӗ ҫинче ӳссе ҫитӗннӗ, вун виҫӗ ҫул тултарсан Азора ялӗсенчен пӗрне аннӑ, унтан хуларан хулана ҫӳренӗ май ҫак сӑмахсене каланӑ:

Он был сыном пастуха, вырос в горах Лизиазира, и, когда ему минуло тринадцать лет, спустился в селения Азоры, ходил из города в город и говорил так:

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара вӑл Петербург ӗлкисене асне кӑларма пуҫларӗ: гранитпа витнӗ ҫыран хӗрри, Неван сивӗ, кӑвак хумӗсем, чаххуткӑллӑ темӗнле тӳре ларнӑ кимӗ — силленекенскер, Николай кӗперӗн тӗтрере ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм арккисем, заводсен ҫӑра тӗтӗмӗ, хӗвел аннӑ чухнехи йӑсӑрлану, ӑмӑр пӗлӗтсем, йӗпе урам, вак тавар лавккин — «Чей, сахӑр, кофе» — кӑтартмӑшӗ, кӗтесри ватӑ лавҫӑ…

Тогда он стал вспоминать очертание Петербурга, — гранитную набережную, студёные, синие волны Невы, ныряющую в них лодочку с каким-то чахоточным чиновником, повиснувшие в тумане длинные арки Николаевского моста, густые дымы заводов, дымы и тучи тусклого заката, мокрую улицу, вывеску мелочной лавочки — «чай, сахар, кофе», старенького извозчика на углу.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр ҫинчен аннӑ ҫынсем ҫав тери хаклӑ та тутлӑ апат-ҫимӗҫе касӑхса хыпса ҫӑтнине сӑнакан пӳрт хуҫи чулланнӑн тӑрать.

Управляющий каменел, глядя, как люди с земли пожирают блюда деликатнейшей пищи.

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней