Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ана сăмах пирĕн базăра пур.
ана (тĕпĕ: ана) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ана алӑкран кӑларсан, пӗр урипе шыв тӗпӗнчен вирлӗн тапса ярса, урисене хӑвӑрт, шыва силлесе хӑварнӑ пек вылятса, шӑлне ҫыртса, ҫӳлелле талпӑнчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ана йӑпӑр-япӑр ярса тытрӗ те вирлӗн хӑй еннелле туртрӗ — хирӗннӗ, мӗкӗлтеннӗ алӑк чӑшӑрр! уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тавӑрӑр ана.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗрре — кӗрхи ҫӗртме тунӑ хуп-хура ана, тепре — симӗс калчапа витӗннӗ анлӑ уй.

Помоги переводом

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унччен ӑна ана ҫине талккӑшӗпех сапнӑ, ҫумкурӑка та ашкӑрма вӑй панӑ.

Помоги переводом

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Паттӑр этем пӗренесене ҫур ана пӳ чухлӗ сӗтӗрсе кайрӗ те ҫӗре пӑрахрӗ, вара, хӗрарӑмсем патне пырса, вӗрен ыйтрӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл, калчана кӑкласа тӗрӗслес тесе, ана ҫине кӗресшӗнччӗ, анчах ҫутӑ пушмакӗ ҫумне пылчӑк сырӑннине курсан, каялла тухрӗ те мотоцикл ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Иккӗмӗш хут вӗҫсе хӑпарсан, Баймашкин хӑй йӑнӑшне тӳрлетрӗ, ана вӗҫне тухмассерен асӑрханса вӗҫме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ана пуҫне тухас умӗн самолет ҫӳлелле хӑпарчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ, вӑл ҫаврӑннӑ тӗлте, калча ҫинче, пысӑк «алӑ хушши» юлчӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир ҫӑрӑлакан ана урлах фермӑсем еннелле утрӑмӑр.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир Хветле инкепе сыв пуллашрӑмӑр те кӗрхи тулӑ калчине пӑхма ана ҫине хӑпартӑмӑр.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗрӗх сакӑр ана йӑранӗччӗ кунта.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн пичӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑхнӑ, аллисем, ана ҫинчех юр айне пулнӑ ҫӗр улмине кӑларса, ҫуркаланнӑ, хытнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӗрессипе, халӗ хулари ҫынсем те нумайӑшӗ колхозсене ыраш вырма кайнӑ: вӑхӑт кӗтмест, алӑ ҫитменнипе, тырӑ ана ҫинчех тӑкӑнса ларать…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ачасем валли ӗҫ сахал мар ҫулла: колорада жукне пуҫтармалла, пахча шӑвармалла, ана ҫумламалла.

Помоги переводом

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Ана суйлама юрамасть!

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана хирӗҫ ӗнелсем, кашкӑртан хӑранӑ сурӑхсем пек, каялла чупаҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвел ана пуҫланине астусан, ӗҫе пӑрахасса кӗтмесӗрех ушкӑнран васкавлӑн уйрӑлчӗ те кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана кӗрӗкӗ ҫукки, ытти тумтирӗсем ашшӗ килӗнчи те пӑшӑрхантармарӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пек пуян ҫын ачине качча тухмасан, Анук ӗмӗрлӗхех телейсӗр пулассӑн туйӑнчӗ ана.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней