Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. [Эй Ҫӳлхуҫа,] Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; 27. вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, Эсӗ вӗсене тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; 28. Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Ху мӗн пултарнипе савӑнтартӑн: эпӗ Санӑн аллу ӗҫӗсемшӗн хӗпӗртетӗп.5. Ибо Ты возвеселил меня, Господи, творением Твоим: я восхищаюсь делами рук Твоих.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Санӑн хӑвату тӗреклӗ, Санӑн аллу вӑйлӑ, сылтӑм аллу ҫӳлте тӑрать!14. Крепка мышца Твоя, сильна рука Твоя, высока десница Твоя!
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн аллу сылтӑм аллу енче тӑракан ар ҫинче — Ху валли тӗреклентернӗ этем ывӑлӗ ҫинче — пултӑр, 19. эпир Санран уйӑрӑлса каймӑпӑр; чӗртсем пире, эпир Санӑн ятна асӑнсах тӑрӑпӑр.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! хӳтӗлесемччӗ, тӳперен хӗрхенсе пӑхсамччӗ, курсамччӗ, ҫав иҫӗм йывӑҫне килсе пӑхсамччӗ: 16. Хӑвӑн сылтӑм аллу лартнине, Ху валли ӳстернӗ хунава сыхласа хӑварсамччӗ.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӗрмере ларакан йынӑшни Сан умна ҫитинччӗ; вӗлерме айӑпланисене Хӑвӑн аллу хӑвачӗпе хӑтарсамччӗ.11. Да придет пред лице Твое стенание узника; могуществом мышцы Твоей сохрани обреченных на смерть.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Выртан вырӑнӑм ҫинче Сана аса илсессӗн, мӗн ирчченех Санӑн яту чӗлхем вӗҫӗнче пулсассӑн, чунӑм паха ҫупа, шӑмӑ мимипе тӑраннӑ пек тӑранать, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана хаваслӑ сасӑпа мухтать: 8. Эсӗ — мана пулӑшаканӗ, эпӗ Санӑн ҫунату хӳттинче савӑнам; 9. чунӑм Сан ҫумна ҫыпӑҫӑнчӗ; мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Вӑйлӑскер, Хӑвӑн хӗҫне — Хӑвӑн мухтавна, Хӑвӑн илемне — пилӗкӳнтен ҫакса яр, 5. ҫапла капӑрланнӑскер, васка Эсӗ, чӑнлӑх, йӑвашлӑх, тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн вӑрҫӑ урапи ҫине лар — вара сылтӑм аллу Сана тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кӑтартас асапна сирсе ярсамччӗ манран; аллу хаярлӑхӗ тивнипе пӗтетӗп.11. Отклони от меня удары Твои; я исчезаю от поражающей руки Твоей.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлхуҫамӑм! хаярлӑхупах ан айӑпласам мана, ҫилленсех хаса ан парсам мана: 3. мана Санӑн ҫӗмренӳсем тӑрӑнчӗҫ, мана Санӑн аллу пусса тӑрать.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫылӑха каламасӑр пурӑнтӑм та — куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ: 4. Санӑн аллу мана кунӗн-ҫӗрӗн пусса тӑчӗ; ҫуллахи шӑрӑхпа типнӗ евӗр, хӗрлӗ сӑнӑм шуралчӗ.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн аллу пур тӑшману патне те ҫитӗ, сылтӑм аллу Хӑвна курайманнисене [пурне те] тупӗ.9. Рука Твоя найдет всех врагов Твоих, десница Твоя найдет [всех] ненавидящих Тебя.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна патӑн, мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ ӑна Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ; 7. Хӑвӑн аллу мӗн пултарнӑ, ӑна ҫавӑн патши туса хунӑ; пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ: 8. пӗтӗм сурӑхне, вӑкӑрне, хирте ҫӳрекен тискер кайӑксене те, 9. вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, тинӗс ҫулӗпе ҫӳрекеннисене те — пӗтӗмпе ӑна пӑхӑнтарнӑ.
Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳпе ҫине, Санӑн аллу пултарнӑ ӗҫ ҫине, Эсӗ лартнӑ уйӑхпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхатӑп та — 5. ҫын мӗнех вӑл?
Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Эпӗ те хӑвӑн сылтӑм аллу хӑвна ҫӑласса ӗненӗп.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн аллу Турӑ алли пек хӑватлӑ-и?
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн: 16. халӗ Эсӗ манӑн утӑма шутласа тӑратӑн, ун чухне ҫылӑхӑмсене сыхлама пӑрахӑттӑн; 17. манӑн ҫылӑхсене хутаҫа чиксе ҫиеле пичет хунӑ пулӑттӑн, манӑн айӑпа Эсӗ ҫапла хупнӑ пулӑттӑн.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чӗрӳне таса тытса тӑрсассӑн, аллуна Турӑ патнелле тӑссассӑн, 14. аллу айӑплӑ пулсан, ҫав ҫылӑхран тасалсассӑн, чатӑрусенче йӗркесӗр ӗҫ тума памасассӑн, 15. эсӗ хӑюллӑн пӑхӑн, ҫирӗп тӑрӑн, хӑрамӑн.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.