Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллисене (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ара, кусем драгунсем-ҫке! — аллисене ҫыхнӑ ҫынсене тумӗсенченех палласа кӑшкӑрсах ячӗ Тимофей-хусах, вара паҫӑр хӑйсен инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ ирҫерен: — Апла эсир вӗсене тапӑнса ӗлкӗртӗр-им? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑрмантан ирҫесен пӗр ушкӑнӗ аллисене ҫыхса лартнӑ темиҫе ҫынна илсе тухрӗ, вӗсене ҫав тери хытӑ ҫӗмӗрсе-хӗнесе пӗтернӗ, пичӗ-куҫӗ латти ҫук.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей ҫакна ӑнланчӗ, аллисене тӳпенелле ҫӗхклесе, тем-тем сӑмах каласа, ҫын илтмелле мар кӗлтурӗ те хӗре майӗпен каларӗ:

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик тӳрленсе ларчӗ, аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, тӑна кӗнӗ ҫӗре, ун аллисене хыҫалалла ҫыхса та лартнӑччӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун умӗнче, аллисене сарса, ӑна кӗтсе выртаканни, — ама.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗркеллӗ сарнӑ тӗк тӳшек ҫинче, такама кӗтнӗ пек, аллисене ик еннелле сарса, хӗрарӑм ҫывӑрать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыннӑн аллисене хыҫалалла туртса ҫыхаҫҫӗ, унтан хӑйне кӑшт ӳпӗнтереҫҫӗ, унтан урисене, чӗркуҫҫи тӗлӗнче авса хураҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ним шелсӗр шӗвӗр шалча ҫине тӑрӑнтарса хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Перисем, тем, аллисене арман ҫуначӗ пек ҫавӑраҫҫӗ, теприсем чӑнахлатса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах Гаврилапа икӗ хусах аллисене ҫыхнӑ Ахпӑлатпа пупа илсе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӑрахса каякан Карлай енне ҫаврӑнчӗ те аллисене тӳпенелле ҫӗклесе кӑшкӑра пуҫларӗ:

Помоги переводом

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисене хӗҫ, ухӑ, сӑнӑ тытса.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисене карчӑк чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ…

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— О-о-о, килӗшетӗп, килӗшетӗп! — парӑннӑн шӳтлесе аллисене ҫӗклерӗ Пӑкачав.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурне те хуйхӑ пуснӑ, пуҫӗсене уснӑ, Нимӗн тума пӗлми аллисене шантнӑ.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каяс умӗн Чӗкеҫ пӗркенчӗкне уҫса Ашшӗне тав тума аллисене ҫӗклерӗ; Йӑлтӑр ҫутӑ ярӑм ылттӑн шӑрҫа Курӑнса кайрӗ те — ашшӗн куҫӗ тӗллерӗ: Пӗр самантра кунтан аса илчӗ Урха Воевотӑ патӗнче илтнӗ сӑмаха: Майра патша валли хатӗрленӗ парне Вӑрӑ хурах аллине лекнӗ, тенине.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ярса-ярса пусрӗ те Туйсар ҫине пит хӑвӑрт Сиксе илчӗ сисиччен, Аллисене ячӗ те Хӗсрӗ хӑлхи чиккинчен.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тенӗ пекех пӑхкалать, Аллисене вӑтӑрать.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ара ҫитнӗ яш ачисем Аллисене кукӑртнӑ.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унӑн аллисене хыҫалалла ҫыхнӑ-мӗн.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней