Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Вӑл пӗрмаях шӳт тӑвать, графиня», — терӗ ӑна хирӗҫ Силвио, — пӗрре вӑл мана шӳтпе ҫупса ячӗ, шӳт туса ҫак ман карттуса персе шӑтарчӗ, шӳт тусах: халӗ мана персе тивертеймерӗ; халӗ ӗнтӗ эпӗ те шӳт тӑвасшӑн», — терӗ.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Ку шӳт мар, ку шӳтсен шӳчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Лури шӳт тума хӑтланать, анчах та шӳт туни аллӑ градуслӑ сивӗре шӑнса хытать, унӑн вара хӑй кирек мӗнле тапхӑрта та, кирек те мӗнле вӑхӑтра та шӳт тума пултарнинчен кулмалли ҫеҫ тӑрса юлать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыв хӗррине тухса шӳт хыҫҫӑн шӳт каласа та халӑха култармарӗ, пылпа ҫу пек пурӑнакан мӑшӑрсене хирӗҫтерсе ярса та ятлаҫтармарӗ, ывӑлне чӗнсе кӑларчӗ те: — Картишӗнче чӑх-чӗп ҫӳреми кӑна мар, шӑши хӗсӗнсе тухмалла мар шӑтӑк та ан хӑвар, — терӗ, ӑна тимӗр кӗреҫе тыттарса.
Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шӳт тӑвать тес ҫынна — шӳчӗ вырӑнсӑр пек туйӑнчӗ Михайлова.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Укҫана кӑларса ӳкермӗн-и?» — тет тиек шӳт тунӑ пек, анчах шӳчӗ тухмасть.— Смотри, деньги не вырони, — невесело пошутил дьяк, но Ивук не принял шутки.
Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Халиччен Зейнаб Гариф усаллипе ыррине, лайӑххипе начаррине уясах кайманччӗ, ӑна ялан правленире е пухусенче курма хӑнӑхнӑран хӑй ӗҫлӗ калаҫнӑ чухке унпа ӗҫлӗ калаҫаканччӗ, шӳт тунӑ чухне шӳт тӑваканччӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ку шӳт тӗк… — терӗ Жиль сӑнран улшӑннӑ Ассоль ҫине пӑхса; куҫӗсенче — мӑшӑрне шеллени те, шухӑшсен йывӑр кӗрешӗвӗ те, — ку… ытла та тискер шӳт.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
— Пилӗк пӑшал, — мӑкӑртатрӗ боцман, — ку шӳт — тискер чӗр чунсем валли, япӑх шӳт… ҫапла.— Пять ружей, — пробормотал боцман, — это шутки для зверей… плохие шутки… да…
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Василий Григорьевич шӳт тума шутланӑччӗ, анчах хӗпӗртесси-мӗнӗ: шӳт майсӑр пулса тухрӗ.— Василий Григорьевич хотел пошутить, но улыбка получилась невеселая: шутка не удалась.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шӳт ҫине шӳт.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Никамӑн та шӳт тӑвас килмен, никамӑн та кулас килмен, юри кӑна шӳт тунӑ, юри кӑна кулнӑ, мӗншӗн тесен жандарм тени хӑйсене, революционерсене, парӑнтарнӑ иккенне пӗрин те палӑртас килмен.
Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
— Эсӗ шӳт тӑватӑн пулсан, тӳрех калатӑп, этем тени кунтан усалтарах шӳт тума пултараймасть!..
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ҫынсем тутӑ, пур тӗлӗшрен те кӑмӑллӑ пурӑнаҫҫӗ: ну, хӑш-пӗр чух шӳт тӑвас килет ӗнтӗ, анчах вӗсен шӳт тӑвасси тухмасть, пӗлмеҫҫӗ пек.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӳт шӳтпе те — ҫӗр ҫӗрлесси ҫинчен чӑнласах шухӑшлама вӑхӑт пире.Шутки шутками, но пора было и всерьез подумать куда приклонить голову на ночь.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пирӗн черет ҫитсен, эпир карабинсемпе мар, тупӑсемпе усӑ курӑпӑр, ун чухне вара курӑр-ха эсир: шӳт туни пулать-и ку, е шӳт туни мар-и.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫапла калани, паллах, шӳт туса калани пулнӑ, анчах Чкалов ӑна шӳт тумасӑр акӑ мӗн хушса хунӑ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Шӳт туни шӳт тунипех пултӑр, анчах эпӗ инженерсенчен нумай вӗрентӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ялан шӳт тунӑ, вӑл хӑҫан шӳт туманнине ӑнланма та йывӑр пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Турчӑкасем патне кӗп-тӗртеттерсе кӗрсенех вӑл, кулкаласа, ку япалана шӳт вырӑнне ҫеҫ ӗненсе лараканскер (ара, ӑҫтан чӑннипе ӗненӗн: шкул ачи вӗт-ха, вуннӑ та пӗтермен!), ларсан-ларсан, чӑнах та, япали шӳт маррине ӑнкарма тытӑнсан, хыпӑнса, малалла мӗн пуласса кӗтет.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.