Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шанчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Шанчӑк (тĕпĕ: шанчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑрхануллӑ пулсан пысӑк укҫа ӗҫлесе илес шанчӑк пур.

Есть большие шансы заработать приличные деньги, если отнесётесь к этому с осторожностью.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере пӗтӗм ӗмӗт, шанчӑк пурнӑҫланать.

На наступившей неделе всем мечтам, надеждам суждено осуществиться.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре малалла куҫас шанчӑк пур.

Эта неделя сулит продвижение по службе.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Айккинчен вара укҫа кӗрес шанчӑк пур.

А вот поступление средств из сторонних источников не исключено.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ сирӗн унччен ҫӗнеймен пек туйӑннӑ ӗҫе ҫӑмӑллӑн пурнӑҫлама шанчӑк пур.

Сейчас у вас есть все шансы с невероятной лёгкостью достигнуть того, что ранее казалось недостижимым.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывалас шанчӑк сахалччӗ унӑн малтанхи уйӑхсенче — вилӗм кайӑкӗ сӑмси ҫинчех ларнӑ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑлӑнас шанчӑк юлмарӗ ун чухне, анчах ҫав вӑхӑтра ман вилӗм сехечӗ ҫитмен пулнӑ-ши: хӑватлӑ юхӑм темлерен сӗвек вырӑналла ҫаврӑнчӗ те, ура ҫӗре перӗннине туйса эп мӗнпур вӑя пухрӑм, шыв юхӑмӗн ытамӗнчен хӑтӑлса аран-аран тип ҫӗр ҫине тухса тӑсӑлса выртрӑм.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сирӗн ырӑ чӗрӗрсем яланах харсӑррӑн тапчӑр тата пулӑшу кӗтекен ҫынсен чунӗсене шанчӑк, вӑй-хал кӳрсе ӑшӑтма ан пӑрахчӑр.

Искренне желаю, чтобы ваших добрых сердец и заботливых рук никогда не коснулся холод равнодушия, согревать своим теплом тех, кто в этом так нуждается.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/28/gla ... aet-s-dnem

«Темӗн, тӑрайӗ-ши вӑл тепӗр хут — шанчӑк сахал…

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Умра малашлӑх пуррине туйни ҫынна шанчӑк паратех пулас…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тен, манӑн ҫӗнӗрен шанчӑк ҫуралать.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Шанчӑк пурри ҫеҫ мана телейлӗ тӑваймӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Шанчӑк пуррисем — телейлӗ! — каларӑм эпӗ Ҫеҫпӗл сӑмахне.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Зиминцев инженер Аньӑсӑр пурӑнма пултараймасть, Аня ӑна нимӗнле шанчӑк та памасть пулсан — пӗтет!

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пирӗн шанчӑк, пирӗн ӗмӗтсем, эпир кӗтни, юлашкинчен ҫакна пӗтӗмпех пӗр сӑмахпа калас пулсан (ҫав сӑмах — туйӑм) — пирӗн икӗ ҫыннӑн пӗрле пӗрлешнӗ пӗр туйӑмӗ кашни тӗлпулу хыҫҫӑн чакма кӑна мар, ӳснӗҫем ӳссе кӑна пынӑ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, ӗҫлӗ хутшӑнусене романтикӑна ҫавӑрма шанчӑк пур.

На этой неделе есть вероятность наладить личную жизнь и перевести некоторые деловые отношения в романтические.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑйлисем кӑна ҫак 1942 ҫулхи йывӑр та хӗн-хурлӑ кунсенче хӑйсен чун-чӗринче ҫакӑн пек шанчӑк, пысӑк ӗмӗт упрама пултарнӑ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Шанчӑк пысӑк ӗмӗт ҫуратать.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӗрех, ҫирӗп шанчӑк ҫуралчӗ чунра.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Тепӗр икӗ-виҫӗ ҫултан ӑшӑ ҫӗрелле куҫма шанчӑк пур.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней