Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шалта (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалта шӑнӑр туртса хутлатнин мӗлки ӳчӗ тӑрӑх саланчӗ.

Тень внутренней судороги прошла по нему.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл лӑпланчӗ, пӗрремӗш карт хӑрушӑрах, анчах таҫта шалта ҫакӑ уншӑн япӑх вӗҫленессе туять.

— Он успокоился, первая карта была страшнее, но чувствовал где-то внутри, что кончится это для него плохо.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— О, о! — шалта кӗмсӗртетнипе аптӑраса кӑшкӑрчӗ негр.

— О, о! — вскричал негр, услышав возню.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Пирӗн несӗллӗх-никӗсе тивӗҫлӗ туйӑмсен чиккинчен унӑн тӑтӑшах каҫма тивет, шӑпах — хальхи ӗнтӗркев хыҫҫӑн; ҫавӑн чухне унӑн ӑшӗнче е тулашӗнче темӗскер — таҫта шалта ҫуталса кайнӑран хӑйӗнпе тӑванлӑскер — уйрӑм пӗлтерӗше куҫать.

Ему случалось переходить за границу чувств, свойственных нашей природе, довольно часто, начиная именно подобным оцепенением, и тогда что-нибудь вне или внутри его принимало особый истинный смысл, родственный глубокому озарению.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Ҫул ҫинче тормоз площадкисем уҫӑлкаларӗҫ пулин те — вӑл унта та тӳрленсе тӑмарӗ; ҫурӑмӗ ҫав тери ыратать; юлашкинчен тинех сарлакан уйрӑлнӑ рельссен тӗлӗнчи пушӑ вырӑна тухрӗ; кунта, ҫывӑхрах, алӑксӑр пӗчӗк будка: шалта ҫурта тӗпӗ ҫунать; хуралҫӑ ҫук; кӑнттам койка тӑрринчи сентре ҫинче — сӗт кӗленчи, юнашарах пир татӑкӗпе чӗркенӗ ҫӑкӑр, шӑвӑҫ савӑтра ҫу.

Почти не разгибаясь даже там, где по пути оказывались тормозные площадки — так болела спина, он выбрался, в конце концов, на пустое в широком расхождении рельс, место; здесь, близко перед собой, увидел он маленькую, без дверей будку, внутри ее горел свечной огарок; сторожа не было; над грубой койкой на полке лежал завернутый в тряпку хлеб, рядом с бутылкой молока и жестянкой с маслом.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Куҫӗсенче ҫеҫ таҫта шалта ҫынлӑх ӑшши хӗмленет.

И только в самой глубине глаз их искрилось человеческое тепло.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл шӑппӑн куҫать; унра мӑка та хытӑ ырату ӳссе пырать, вӑл шанӑҫ пӗтнипе тулса ларчӗ, шалта темӗн хӗссе-ҫурса ыратма пуҫларӗ.

Он двигался тихо; тупая, жесткая боль росла в нем, наполняя отчаянием.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Шалта пысӑк хура йывӑҫ ешчӗк пулнӑ-мӗн, уҫҫи шӑтӑкӗнчен кӑнтарса тӑрать, вӑл хӗр ӑна ярса тытичченех шаклатрӗ те — ҫав самантрах хулӑн хут тӗрки ешчӗк хупӑлчине тӗртрӗ — Аян урисем патне саралнӑ ҫырусен ҫумӑрӗ сапаланса ӳкрӗ.

Внутри был большой, темный деревянный ящик, ключ торчал в скважине и щелкнул, казалось, прежде, чем девушка схватила его, в тот же момент толстая бумажная пачка подтолкнула крышку ящика, и град пожелтевших писем разлетелся под ногами Аяна.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сэт мӑйӑхне сӑтӑрса тӳрлетрӗ, Реджӑн тӑсӑлса чалӑшнӑ физиономине чеен куҫ хӗсрӗ те кӗтмен ҫӗртен чӑнласах, шухӑшлӑн пуплеме пуҫларӗ, унӑн йӑкӑлти куҫ шӑрҫисенче ҫеҫ, таҫта шалта, йӗкӗлтевлӗ кулӑ хӗлхемӗсем ялкӑшаҫҫӗ.

Сэт вытер усы, лукаво подмигивая натянутой физиономии Реджа, и стал внезапно серьезен, только в самой глубине его вертлявых зрачков вспыхивали насмешливые огоньки.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Калюков сулахай хул калакки айӗнчен тем пӗҫертсе илнине, ҫав ӑшӑ пӗтӗм шӑмшака капланса сарӑлнине, шалта ӑшчик шӗвекпе («Юнпа!» — тавҫӑрса илчӗ самантрах) тулнине туйрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тинех шалта такам ҫара уран таплаттарни илтӗнчӗ; кантӑкран Машук пичӗ курӑничченех Калюков чӗри лӑшах кайрӗ: эппин, никам та сыхласа лармасть-ха ӑна кунта…

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуҫ ҫухалчӗ, шалта халӑх пӗр ӑстрӑм хытӑ шавласа илчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шалта халӑх тем сӗрлет.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑнланса пуҫне сулчӗ те алӑк ҫумӗнчи пӑтаран сӑхманне илсе тӑхӑнчӗ, утар картишне тухрӗ, шалта мӗн калаҫни илтӗнмесен те, пурӗпӗр, пӳрт ҫумӗнче тӑмашкӑн аван мар тесе, айккинелле пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ак ӗнтӗ шалта ҫинҫерех сасӑпа хӑрлатнисем те илтӗнме тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«…Эппин, юратнах вӑл сана, — ҫирӗппӗн каларӗ шалта пӗр Крапивинӗ, ахӑртнех, ҫамрӑк чухнехи Хӗлимун — теприне.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шалта тинех темскер урайне шаплатса ӳкни, хӑма чӗриклетки, такам ҫарран таплаттарни илтӗнчӗ, кантӑкран хӗрарӑм пичӗ курӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах таҫта шалта урӑх шухӑш та йӑшӑлтатать:

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шалта сас-чӳ илтӗнмерӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шалта тӗттӗм, пӑнтӑх шӑрши кӗрет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней