Поиск
Шырав ĕçĕ:
Корней пӗр самантрах хӑй станцинчен Черемшанкӑна пӗрремӗш трактор илсе килнӗ нихҫан манӑҫми куна аса илчӗ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсӗ Черемшанкӑна кай та тӑванусене кӗтсе ил, эпӗ, колхоз правленийӗпе ҫыхӑнса, вӗсем сире чи малтан мӗнпе пулӑшма пултарнине ыйтса пӗлме тӑрӑшӑп.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тата юри тенӗ пекех Васенӑ та унпа пӗрле мар — вӑл, хӑй валли юрӑхлӑ вырӑн шыраса, колхозсем тӑрӑх ҫӳрет, Черемшанкӑна тиркет, кунта ӗҫлеме юласшӑн мар.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юлашки кунсенче Иннокентий лара-тӑра пӗлмерӗ, Черемшанкӑна пӗр вӗҫӗмсӗр шӑнкӑртаттарчӗ, хӑйне ҫав тери пӗччен юлнӑ пек туйрӗ, канӑҫне ҫухатрӗ, хӑйӗн мӗн пур ӗҫӗсене пӑрахса, вӑл Ксени хыҫҫӑн колхоза тухса кайма та хатӗрччӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени: аттесем киличчен кӗҫӗн йӑмӑка Васенӑна пӗччен пӑрахса хӑварма пултараймастӑп, терӗ, анчах Иннокентий ӑна хӑйне евӗр ӑнланчӗ — ун Иннокентий патне ахаль, никама систермесӗр куҫса каяс килмест, ун чӑн-чӑн шавлӑ туй тӑвас, ҫав туя мӗн пур тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗнес килет пулас, халӗ вӑл хӑйсен пӗтӗм ҫемйи Черемшанкӑна таврӑнасса кӗтет ҫеҫ ӗнтӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӑмха сӳтӗлсе пынӑ, унӑн пӗр ҫиппи кӗтмен ҫӗртен Черемшанкӑна ҫитнӗ.Клубок стал распутываться, и одна из его ниточек неожиданно протянулась в Черемшанку.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку вара ҫапла пӗтнӗ: Ксюша Мажарова Черемшанкӑна чӗннӗ те, вӑтаннипе хӗрелсе-шуралса, ӑна ашшӗ-амӑшӗпе, пиччӗшӗпе, шӑллӗпе тата йӑмӑкӗпе — Васенӑпа паллаштарнӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр эрнерен, Ксюша Черемшанкӑна таврӑнсан, ашшӗ ӑна алӑк патӗнче ытарлӑн кулса кӗтсе илнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫавӑн пек кунсенчен пӗринче вӑл, тулли чиксе тултарнӑ портфельне косынкӑпа хулпуҫҫи урлӑ ҫакса, Черемшанкӑна кайма тухнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗрремӗш трактора та Черемшанкӑна эсир илсе килнӗччӗ мар-и ун чухне?
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫамрӑкрах пулас пулсан, Корней, тен, хӑраса тӑмӗччӗ, таврӑнӗччӗ Черемшанкӑна.Будь Корней помоложе, он, может быть, рискнул бы, перебрался в Черемшанку.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӳлтенех колхозсем пирки тытӑнчӗҫ пулсан, ыран пирӗн пата та ҫитет, тӗрӗслӗх Черемшанкӑна кӗмесӗр иртсе каймасть, ан пӑшӑрхан!..
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1