Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑртрах (тĕпĕ: хӑвӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак синкерлӗ лару-тӑру хӑвӑртрах вӗҫленессе шанатпӑр.

Помоги переводом

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Стервиза, пӑнтӑх чуна, вӑрмантан, тасаскерӗнчен, хӑвӑртрах кӑларса ярасси килет ун.

Помоги переводом

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Анӑҫалла утмалла-тӑк этемӗн — тухӑҫалла ҫавӑрса, ҫул кӑтартса яр: хӑвӑртрах ҫитет… анӑҫалла.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗрачасем, хӑвӑртрах аталанса, иртерех утма та калаҫма тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Э-э, ылтӑнӑм, вӑхӑт вӑл чӗкеҫрен те хӑвӑртрах вӗҫтерсе ҫитет.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӳсе-ӳсе, ҫӗршер ҫул тӑпра сӗткенне ӗмсе пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑрса ҫитрӗн-тек, йывӑҫ, пурнӑҫ ҫилне кӗлту, хӑвӑртрах тӳнтерсе яма ыйт, мӗншӗн тесен яш хунав ӳсес вырӑна кӑлӑх йышӑнни — чи пысӑк тӗрӗсмарлӑх.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пин-пин ҫухрӑмри тарӑн бункерсенче ларакансем кнопкӑсене маларах пусасшӑн пуль, анчах унашкал ҫынҫиенсене кнопкӑсене хамӑртан хӑвӑртрах пусма ирӗк памалла мар.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫулсем, ҫын пурӑнни-пурӑнманнине кӗтсе тӑмасӑр, сӑхӑ кашкӑр ҫӑварне лекесрен хӑраса таракан куянран та хӑвӑртрах мӗлтлетсе иртеҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч ӑнлантаркаласа парсан, турҫырлахлатса, Яшманов тӑрантас енне пуҫне татӑклӑн сӗлтет: — Хӑвӑртрах ларӑр, — тет.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ах, пысӑк, хӑвӑртрах пысӑк пулас килет ун пек самантра Шӑнкӑрчӑн!

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, Кипеккассине хӑвӑртрах ҫитес тесе, ҫуна йӗрӗ ҫине тухать те, хыҫалтан такам хӑваланӑн, яра парать вӑйӗ ҫитнӗ таран.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Лида вара упӑшкине хӑвӑртрах киле таврӑнма чӗннӗ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӑвӑртрах эсӗ, Зоя!

Помоги переводом

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӑвӑртрах Шупашкартан тухса каймалла та урӑх хулана кайса ӗҫе кӗмелле.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Шурӑпа Гриша ман патӑмран кайнине сиссен, эпӗ хӑвӑртрах вӗсен хваттерне чупрӑм.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Кунтан хӑвӑртрах тухса тарас килет пулӗ?

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Госпитальрисен — хӑвӑртрах сывалса малалла пӗрле каясси, — вӗсем килме те пӗрлех килнӗ-ҫке!

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсен пӗртен-пӗр интересӗ, тӗллевӗ — хӑвӑртрах сывалса харпӑр хӑй ҫулӗпе каясси ҫеҫ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав хӑлхасӑр тата шӑлӗсем ӳксе пӗтнипе селӗп калаҫакан карчӑк мана тата темскер ӑнлантарасшӑн пулчӗ, анчах эпӗ ӑна текех ӑнланма та, итлесе тӑма та тӳсӗм ҫитереймерӗм, — тав турӑм та хӑвӑртрах тухса кайрӑм.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней