Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр, мухтавлӑ та калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатӑр; 9. ҫапла ӗненсе юлашкинчен чунӑршӑн ҫӑлӑнӑҫ тупатӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Иисус Христос апостолӗ Петр — ют ҫӗре килсе Понтра, Галатире, Каппадокире, Асийӑра, Вифинире саланса пурӑнакансене, малтанах пӗлсе тӑракан Атте Турӑ, вӗсем Сывлӑш урлӑ Иисус Христоса пӑхӑнакан пулччӑр, Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе суйласа илнисене: сирӗн тивлетпе канӑҫлӑх ӳссех пытӑр!
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Темиҫе кун иртсессӗн Феликс хӑйӗн арӑмӗпе Друзиллӑпа (иудей ҫыннипе) пӗрле пынӑ та, Павела чӗнтерсе илсе, вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итленӗ.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Итлесе пӗтерсессӗн вӗсем Турра мухтарӗҫ те Павела ҫапла каларӗҫ: эй тӑванӑмӑр! хӑвах куратӑн ӗнтӗ: иудейсем хушшинче Христоса ӗненекенсем пинӗ-пинӗпе, вӗсем пурте — саккуншӑн ҫунса тӑракан ҫынсем.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр, 20. Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр; 21. Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Пророк пулнӑ май, Турӑ ун йӑхӗнчен Христоса ӳтлентерсе кӑларса, Ӑна унӑн аслӑ вырӑнне патшана лартма хӑйне тупа тунине пӗлсе тӑрса, 31. Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара вӗсене каланӑ: 41. епле-ха Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ?Он же сказал им: 41. как говорят, что Христос есть Сын Давидов,
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Таса Сывлӑш ӑна: эсӗ Ҫӳлхуҫа янӑ Христоса курмасӑр вилместӗн тесе малтанах пӗлтерсе хунӑ пулнӑ.26. Ему было предсказано Духом Святым, что он не увидит смерти, доколе не увидит Христа Господня.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Иисус каллех Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе каланӑ: епле-ха кӗнекеҫӗсем Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ?35. Продолжая учить в храме, Иисус говорил: как говорят книжники, что Христос есть Сын Давидов?
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртсессӗн, Христоса вӗлерме тытса парӗҫ, вара нимӗн те юлмӗ; килсе ҫитекен ҫулпуҫӑн халӑхӗ хулана та, сӑваплӑ Ҫурта та аркатӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.