Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хирама (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
10. Икӗ ҫурт — Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ — лартса Соломонӑн ҫирӗм ҫул иртсе кайнӑ, 11. ҫав ҫулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кӑмӑлне ҫырлахтарса, кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ тата ылтӑн кӳрсе тӑнӑ пулнӑ, ҫавӑншӑн Соломон патша Хирама Галилея ҫӗрӗнче ҫирӗм хула панӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Соломон патша Тир хулинчен Хирама — пӗр тӑлӑх арӑм ывӑлне, 14. Неффалим йӑхӗнчен тухнӑскере — чӗнтерсе килтернӗ.13. И послал царь Соломон и взял из Тира Хирама, 14. сына одной вдовы, из колена Неффалимова.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1