Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ секретаре императора хам пысӑк чыс тунине пӗлтерме тата хам шутпа манӑн, ют патшалӑх ҫыннин, вӗсен вырӑнти партисен хирӗҫӗвне хутшӑнма кирлӗ маррине каласа пама ыйтрӑм; анчах эпӗ ҫӑлӑннипе ирӗке тухни императортан килнине кура, хамӑн пурнӑҫа нимӗн шеллемесӗр унӑн ҫӗршывне тӑшман килсе тапӑнасран хӳтӗлесе тӑма хатӗр, терӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хам ҫак ҫула ҫитнине, хамӑн сывлӑх начарланса пынине тата хам урӑх имени илме пултарайманнине пӗлсе тӑракан ватӑлнӑ кун-ҫулӑма чухӑн пурнӑҫпа тертленсе ирттересрен, ҫамрӑк чухнехи ӗҫӗмсемпе суранланнисем харама каяссинчен хӑратӑп; ҫак кичем шухӑш мана халсӑрлатса, пӗр ӗҫе те пултарайми туса хурать…
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Нимӗҫсен вӑрҫӑри тӗп преступникӗсене суд тунине кӑтартакан «Халӑхсен сучӗ» ятлӑ кинофильма пӑхса ларнӑ чух, эпӗ нимӗҫсен тискерлӗхне картинӑра кӑтартнипе хам куҫкӗрет курнине танлаштартӑм та, унта, Хӗвеланӑҫ Укрианӑри Костопольски, Людвипольски, Сарненски тата ытти районсенче, местечкӑсемпе хуласенче хам куҫпа хам мӗн курнинчен ытлашшине, ҫӗннине нимӗн те кураймарӑм.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пасарта барабанщикӑн тӑватӑ патронпа авӑрланӑ револьверне сутӑн илсе, эпӗ хама чӗреренех тивертес шутпа кӑкӑртан петӗм, анчах ӳпкене ҫеҫ шӑтарнӑ иккен, вара тепӗр уйӑхран, ҫав тери намӑсланса, хама хам тӳсмелле мар ухмах пек туйса, эпӗ каллех булочнӑйра ӗҫлерӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫав сехетрен пуҫласа эпӗ хама хам начартарах туйма, хам ҫине темле аякран, сиввӗн, ют тата тӑшманла куҫсемпе пӑхма тытӑнтӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗтӗмӗшпе илсе каласан — эпӗ хама хам килӗштерместӗмччӗ, — ӳссе ҫитеймен ҫамрӑксен ун пек час-часах пулать, — хама эпӗ кулӑшла, хаяр пек курӑнаттӑм.Вообще — я не нравился себе, как это часто бывает у подростков; видел себя смешным, грубым.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Ҫапла-ҫке, ҫапла, — тенӗ вӑл хӑйне асӑрхаттарса пӑхакансене хирӗҫ, — хамах пӗлетӗп; калаҫма юрамасть, анчах хама хам чарма пултараймастӑп.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Манӑн ирӗккӗн пурӑнас килет… пурне те хамӑн чухласа пӗлес… хам валли хам пурнӑҫ шырас…Я хочу жить свободно… чтобы самому всё знать… я буду искать жизнь себе…
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ, Буддӑна ӗненекенскер, хам ҫылӑхсене каҫарттарас тесе, мӗнпур япаласене хресченсене хам алӑпа хам валеҫсе патӑм.Ведь я, памятуя о смирении верующего буддиста, своими руками все роздал крестьянам.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫавӑн пек чух хам умра ҫывӑх тусӑм тӑнӑ пек, апла кӑна мар-ха, вӑл мана тусӑм пек кӑна та мар, хам хисеплекен, хамран нумай ыйтакан командир тӑнӑ пек туйӑнатчӗ.
3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Каштанкӑна эпӗ хам тупнӑ, вӗрентессе те хамах вӗрентнӗ, циркра та пӗрле хамах тухнӑ.
Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Эпӗ чарӑнса тарсах, хама хам ӗненмесӗр, хамӑн куҫӑмсене сӑтӑркаласа илтӗм.
Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Эпӗ ухмаха ернӗ пек чупса пытӑм, хам телее пула, чупнӑ чухне пӗр чалӑш тӑрӑш ватерпаса хам пӑрахса ятӑм е ӑнсӑртран ӳкертӗм пулас, ҫавӑ вара дворнике тата хама та пысӑк инкек пулассинчен хӑтарчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ аҫа ҫуринче «Аван ӗҫӗн», хам нихҫан та манас ҫук ҫынӑн пек енсене шыраса тупма пуҫларӑм, ҫав ҫынна тата Королевӑна эпӗ хама кӗнекесем чи лайӑххи мӗн параҫҫӗ, ҫавӑнпа пуринпе те хитрелетсе хураттӑм, хамӑн чи тасине, вуланипе ҫуралса тухнӑ мӗнпур фантазисене эпӗ вӗсене парса тӑраттӑм.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав тултан тӗртнисемпе вӑранса кайнӑ ирӗксӗрле савӑнӑҫ мана ҫӳҫентеретчӗ, эпӗ вара, хама хам манса каяс пекех хӗрӳленсе ҫитнӗскер, сасартӑк хам пуҫа килнӗ фантазисене каласа, выляса кӑтартма пуҫлаттӑм, — манан ҫынсене пит те ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн, чӑн-чӑн савӑнӑҫпа савӑнтарас килетчӗ ҫав!
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Хам пӗр-пӗр паллӑ шухӑш тӑрне хӑпарса ларса унтан хам тӗрӗссине курсан, эпӗ ҫирӗп тата штык пекех тӳрӗ пулатӑп; анчах руководитӗле хисеп тумалла е хӑналамалла пулсан, эпӗ ҫемҫе те ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫын; начальник ҫименни е ӗҫменни ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймастӑп, тет, хамӑн ӑш пӑтранса каять…
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Пурнӑҫра хама кӳрентерсе асаплантарнӑ мӗнпур йывӑр минутсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне аса илтӗм; хам инкеке лекнӗшӗн кама та пулин айӑплама тӑрӑшрӑм: ҫакна кам та пулин юриех турӗ ӗнтӗ, тесе шутларӑм, хама хирӗҫ тунӑ тӗрлӗ каварсем шухӑшла-шухӑшла тупрӑм, профессорсене, юлташсене, Володьӑна, Дмитрие тата университета вӗренме янӑшӑн аттене ӳпкелерӗм; мана ҫакнашкал намӑс тӳсмелле пуличчен пурӑнмалла тунӑшӑн ҫӳлти турра ӳпкелерӗм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нехлюдовсем патне хӑнасем, хутран-ситрен Володьӑпа Дубков килсен, эпӗ хампа хам кӑмӑллӑ пулса тата хама ҫак килйыш ҫынни вырӑнне хурса, хыҫаларах кая-кая лартӑм, калаҫмарӑм, ыттисем мӗн калаҫнине кӑна итлерӗм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хама вӗри чӗреллӗ пек кӑтартасшӑн пултӑм, ытла та хаваслантӑм, ахлатрӑм, пӗр-пӗр япала ман кӑмӑла килнӗ пек пулсан, алӑсене питӗ вӑйлӑ сулкаларӑм, ҫакӑнпа пӗрлех пӗр-пӗр тӗлӗнмелле япалана курсан е ун ҫинчен мана каласа парас пулсан, хам унпа пӗртте интересленмен пек кӑтартма тӑрӑшрӑм; ним умӗнче те чарӑнса тӑман хаяр тӑрӑхлавҫӑ пек, ҫакӑнпа пӗрлех тимлӗн сӑнама пултаракан пек курӑнма тӑрӑшрӑм; хам мӗн тунине пӗтӗмпех логика хушнӑ пек тунӑн, пурнӑҫра тӗрӗслӗхе тата тирпейлӗхе юратнӑн, кирек мӗнле пурлӑхран та йӗрӗннӗн курӑнма тӑрӑшрӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иван Иваныч княҫӑн дача пурри ҫинчен каланин сӑлтавӗ ак мӗнре: Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни, хам паян ун патӗнче апатланни ҫинчен каласа кӑтартма лайӑхрах май урӑх тупаймарӑм эпӗ; анчах виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, князь патне хам час-часах кайса ҫӳрени пирки мӗншӗн каланине эпӗ хам та пачах тавҫӑрса илейместӗп; эпӗ Иван Иваныч князь патне пӗрре те кайса курман, кайма та пултарайман, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра е Неапольте кӑна пурӑнать, ҫитменнине тата ҫакна Нехлюдовсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.