Поиск
Шырав ĕçĕ:
Финеес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Палӑртнӑ кунсенче ҫак ҫын Саваоф Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма тата ӑна парне кӳме хӑйӗн хулинчен Силома ҫӳренӗ; унта [Илий тата] унӑн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, Ҫӳлхуҫа священникӗсем пулнӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ [ҫав вӑхӑтра Турӑ саккунӗн арчи ҫавӑнта пулнӑ, 28. Финеес — Аарон ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ — ун умӗнче тӑнӑ]: манӑн Вениамин ывӑлӗсене, тӑванӑм ывӑлӗсене, хирӗҫ татах ҫапӑҫӑва тухмалла-и е тухмалла мар-и? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. [Ҫав кун Израиль ывӑлӗсем Турӑ саккунӗн арчине илсе хӑйсемпе пӗрле ҫӗклесе ҫӳренӗ; Елеазар вырӑнне унӑн ывӑлӗ Финеес юлнӑ, вӑл мӗн виличченех священник пулнӑ, ӑна хӑйӗн хулинче Гаваафра пытарнӑ. 35. Израиль ывӑлӗсем вара пурте хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене таврӑннӑ. 36. Пурӑна киле Израиль ывӑлӗсем Астартӑпа Астарофа, таврари халӑхсен туррисене пуҫҫапа пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа вара вӗсене Моав патши Еглон аллине панӑ, Еглон вӗсене вунсакӑр ҫул хушши тытса тӑнӑ.]
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Унтан вара Елеазар ывӑлӗ Финеес священникпа пуҫлӑхсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем [тата Манассиян ҫур йӑхӗ] патӗнчен Ханаан ҫӗрне Израиль ывӑлӗсем патне таврӑннӑ та хӑйсене мӗн каланине каласа кӑтартнӑ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара Финеес — Елеазар ывӑлӗ, священник — Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсене тата Манассия ывӑлӗсене каланӑ: паян ӗнтӗ эпир пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа тӑнине, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ун пек йӗркесӗр ӗҫ туманнине куртӑмӑр; эсир халӗ Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитесрен хӑтартӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, Манассиян ҫур йӑхӗ ҫапла каланине илтсессӗн, ҫак сӑмахсене пурте — Финеес священник та, унпа пӗрле пынӑ халӑх пуҫлӑхӗсемпе пинпӳсем те — ырланӑ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм; 12. ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп, 13. вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, ҫакна курсассӑн, халӑх хушшинчен тухнӑ та аллине сӑнӑ тытнӑ, 8. унтан Израиль ывӑлӗ хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе иккӗшне те — Израиль ывӑлне те, хӗрарӑмне те — чиксе пӑрахнӑ, хӗрарӑмне ӑшӗнчен чикнӗ; вара Израиль халӑхӗ пӗтме чарӑннӑ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2