Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ахаз — Озия ывӑлӗн, Иофамӑн, ывӑлӗ — Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра Сири патшийӗ Рецин тата Израиль патшийӗ Факей, Ремалия ывӑлӗ, Иерусалима хирӗҫ ҫӗкленсе тухнӑ; ӑна ҫӗнсе илес тенӗ те — анчах ҫӗнсе илеймен.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Факей — Ремалия ывӑлӗ, [Израиль патши] — Иудея ҫыннисене, паттӑр ҫапӑҫаканскерсене, пӗр кун хушшинчех ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтерсе тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне Сири патши Рецин тата Ремалия ывӑлӗ Факей, Израиль патши, ӑна ҫӗнсе илес шутпа, Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Ахаза хупӑрласа илсе тытса тӑнӑ, анчах парӑнтарма пултарайман.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Факей, Ремалия ывӑлӗ, вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ахаз, Иоафам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.1. В семнадцатый год Факея, сына Ремалиина, воцарился Ахаз, сын Иоафама, царя Иудейского.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Факей — Ремалия ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иоафам, Озия ывӑлӗ, ларнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Осия, Ила ывӑлӗ, Ремалия ывӑлне Факее хирӗҫ кавар тунӑ; ӑна тапӑннӑ та вӗлернӗ, вара Иоафам, Озия ывӑлӗ, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Факей вырӑнне патшана ларнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйӗн улпучӗсенчен пӗри, Ремалия ывӑлӗ Факей, ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, Галаад ҫыннисене хӑйпе пӗрле аллӑ ҫын илсе, вӑл ӑна тата унпа пӗрле пулнӑ Аргова, Арие Самарире патша керменӗн пӳлӗмӗнче вӗлернӗ, вара ун вырӑнне патшана ларнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1