Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Ен Сывлӑх министерствине Раҫҫей Президенчӗ ырланӑ, республикӑшӑн стратегиллӗ шутланакан объектсене: Республикӑри клиника больницин ҫӗнӗ больница комплексӗпе инфекци корпусне, ҫавӑн пекех Республикӑри клиника онкодиспансерӗн ҫӗнӗ корпусне тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсен хӑвӑртлӑхне унчченхи шайрах тытса пыма ыйтатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Аса илтеретӗп, килти хушма хуҫалӑхсене пулӑшу памалли унчченхи программа вӗҫленнӗ, право уҫлӑхӗнче те ҫавӑн евӗр хуҫалӑх субъекчӗ ҫук.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Паян сире пурнӑҫра унчченхи пекех хастар пулма, обществӑпа культура пурнӑҫне йӗркеллӗн хутшӑнма мӗнпур майсем туса панӑ.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/01/news-3944636
Унчченхи ҫулхипе танлаштарсан 2021 ҫулта Шупашкара теплоходсемпе килекен туристсен шучӗ те ӳснӗ (+11%).
Чӑваш Ене килекенсен йышӗ ӳснӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30718.html
Надежда Кондратьевна Фаддей Кузьмич сӳпӗлтетсе пынине хӑлхана та чикмерӗ темелле, ҫаплах хӑйӗнне шухӑшларӗ, шухӑшӗпе, унчченхи пекех, ҫурӑмне кӳлӗ еннелле туса, аллисене сарса ярса, пӗве хӗрринче тӑнӑ пек курчӗ.
9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл вӑрман варринелле чакса кӗчӗ те, унчченхи пекех шӑппӑн, кашни сас-чӗвӗ илтӗнмессерен чарӑна-чарӑна тӑрса, сулахаялла кайрӗ.Коля попятился в глубь леса и пошел влево, по-прежнему бесшумно, замирая на месте при каждом звуке.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Сутмасть-и? — хӑвӑрт ҫырса ларнӑ май ыйтрӗ Ленин, унчченхи пекех никам ҫине те пӑхмасӑр.
4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫавӑн пек вӑйлӑн, пӗр ҫӗре персе тӑни унчченхи вӑрҫӑсен историнче те пулман.невиданная до того времени в военной истории сила и плотность огня.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Наполеон редута тытса илнӗ вӑхӑтра вӑл ӗнтӗ унчченхи пек паллӑ вырӑн йышӑнман, мӗншӗн тесен инҫе юлнӑ пирки вӑл вырӑс ҫарӗ чакса кайнӑ Бородинонӑн тӗп позицине кӗмен.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кунта унӑн Хӗвелпе шайлаштарнӑ унчченхи хӑвӑртлӑхне — секундра 30 км — хушас пулать, вара чӑн хӑвӑртлӑхӗ унӑн секундра 32 км пулса тухать.
Пӗрремӗш искусственнӑй планета // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Халӗ ун куҫӗ умӗнче нумаях пулмасть йӑлӑнтарса тутине усса ларакан Лена мар, унчченхи Лена — вӑрманти ҫуртра пурӑнакан, хӑмла ҫырлипе хурӑн папакӗсене юратакан, ҫул ҫӳренӗ чухне Кольӑна ӗненсе шанакан, ӑна итлекен, яланах савӑнӑҫлӑ хӗрача тухса тӑнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ирӗке кӑларнӑ хуласенчен поляксен гарнизонӗсем епле тарнине, намӑса пӗлмен арендатор-жидсене епле ҫака-ҫака вӗлерсе пӗтернине, ҫак парӑнтарма май ҫук вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ чухне коронӑланӑ гетман Николай Потоцкипе унӑн йышлӑ ҫарӗ вӑйсӑр пулнине, вӑл хӑйне аркатса тӑкса хыҫран хӑваласа пынӑ чухне пысӑк мар юханшыв ҫинче хӑйӗн ҫарӗн чи лайӑх пайне путарса пӗтернине, ӑна козаксен хаяр полкӗсем Полонный ятлӑ пысӑк мар местечкӑра епле хупӑрласа илнине, поляксен ҫак гетманӗ ним тӑвайман енне козаксене корольпа государство чиновникӗсем вӗсем ыйтнине пӗтӗмпех пурӑнӑҫлӗҫ, вӗсен унчченхи прависемпе хӑйне уйрӑм ирӗклӗхӗсене каялла тавӑрса парӗҫ тесе тупа туса сӑмах панине летопись страницисенче тӗплӗн кӑтартса панӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кошевойпа пӗрле тутарсене хӑвалама кайнисенчен те тахҫанах никам та ҫук ӗнтӗ; пурте пуҫӗсене хунӑ, пурте пӗтнӗ: пӗрисем ҫапӑҫура чыслӑн вилсе выртнӑ; теприсем Крымӑн типӗ курӑклӑ хирӗсенче ҫӑкӑрсӑр, шывсӑр антӑраса пӗтнӗ, ыттисем мӑшкӑла тӳсеймесӗр тыткӑнра ҫухалнӑ; унчченхи кошевой хӑй те тахҫанах пӗтнӗ, ӗлӗкхи юлташӗсенчен те никам та курӑнман, ун чухне вӗресе тӑнӑ козак вӑйӗ тахҫанах ҫӗре кӗрсе курӑк айне пулнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫакӑн пек намӑс ӗҫшӗн ӑна пасарта юпа ҫумне ҫыхса лартнӑ, хӑй патне, кашниех вӑй ҫитнӗ таран илсе ҫаптӑр тесе, чукмар хунӑ; анчах ҫынсем унӑн унчченхи чаплӑ ӗҫӗсене манман, запорожецсенчен пӗри те ун ҫине чукмар ҫӗклемен.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кошевоя ҫӗнӗрен суйланӑшӑн ыттисем савӑннӑ-и, савӑнман-и — паллӑ мар, анчах Бульба ҫав тери савӑннӑ: вӑл унчченхи кошевоя тавӑрнӑ; кунсӑр пуҫне тата Кирдяга ун тахҫанхи юлташӗ пулнӑ, вӑл унпа ҫӗр ҫинчи тата тинӗс ҫинчи походсенче пулса ҫапӑҫу терчӗсемпе йывӑрлӑхӗсене пӗрле тӳснӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кунта килекен ҫын хӑйӗн унчченхи занятине йӑлтах манса кайнӑ.Всякий приходящий сюда позабывал и бросал все, что дотоле его занимало.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл Сечра хӑйӗн унчченхи юлташӗсенчен кампа тӗл пуласси ҫинчен шухӑшланӑ.Он думал о том, кого он встретит на Сечи из своих прежних сотоварищей.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл эрехе ытлашши нумай ӗҫнӗ те, ҫавӑнпа та унчченхи пек мар ҫӗкленсе калаҫать.А он выпил слишком много вина и потому отвечал мне с необыкновенной торжественностью.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ку сыпӑка вуланӑ чух, ҫакна астӑвас пулать: унчченхи сыпӑкра мӗн пулса иртнине кунта никам та пӗлмест
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Унчченхи пек, спортсменла ҫӑмӑллӑн вирхӗнмерӗ вӑл, урисем ҫыхланнӑ пек чупрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.