Поиск
Шырав ĕçĕ:
Саша ӗҫмелли савӑт-сапасем илме тухса каять, — ҫапла, кун пекки унӑн савӑт-сапасене хӑйпе пӗрле тӳрех илсе кӗнинчен нумайрах пулать, — унтан хуҫаланма тытӑнать, Вера Павловна вара ҫаплах ачашланать, чей ӗҫсе тӑрансан каллех таянса выртать, анчах ӗнтӗ вырӑн ҫинче мар, сарлака диван ҫинче; диванӑн лайӑх енӗ сарлакинче мар, вӑл тӳшек пек ҫемҫинче; унта Вера Павловна 10 е 11 сехетченех, Сашӑн е госпитале, е клиникӑсене, е академи аудиторине кайма вӑхӑт ҫитичченех выртать, анчах юлашки куркапа пӗрле Саша сигара илет те вӗсенчен хӑшӗ те пулин пӗрне-пӗри: «ӗҫе тытӑнатпӑр» е «ҫитет, ҫитет, халӗ ӗҫлес пулать», тесе асӑнтарать — анчах мӗнле ӗҫе?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑп: шывран Саша пуҫӗ чалт! сиксе тухрӗ, Саша ӑна, пуҫне, шыв сирпӗнтерсе, аяккалла вӑнк! ывӑтса илчӗ, унтан хӑй, хыпаланса, хатӑррӑн авӑскаласа, сӗвекрех ҫыран хӗрринелле брасспа шӑмпӑр-шӑмпӑр, шӑмпӑр-шӑмпӑр, шӑмпӑр-шӑмпӑр ишсе кайрӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Сашӑпа Валерьян, пӗр-пӗрин куҫне кӗрсе, темле ыйтӑва шайласа, пӑшӑл-пӑшӑл сӑмахӗсене вӑшт — вашт сыпса илчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн Саша пуҫне каялла ялт! ывӑтса илчӗ те ярт! сиксе тӑчӗ, вара ҫыран хӗрринчен татах шаларах, аяккарах, кайса, ҫаврӑнса тӑчӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Юратма пӗлмерӗм эп, Саша, — Аля куҫҫульне пытарас тесе питне Сашӑран аяккалла пӑрчӗ.
Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ҫакӑнта ӑна Саша пӗрремӗш хутчен чуптунӑ, ҫакӑнта вӑл Саша ывӑҫӗнчен ҫырла ҫинӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Чӑнах та, Саша ҫӗнӗ ҫуртра илес пӳлӗм пирки мӗн те пулин официаллӑ йышӑннӑ-ши, е Саша ырӑ мар пуласса сиснипе ҫеҫ йӗрет-ши?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Саша, ӑҫта килчӗ унта саланса выртакан тумтирӗсене пуҫтаркаласа, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳренӗ, Фома ӑна сӑнаса выртнӑ, вӑл, хӑйӗн чун пирки каланӑ сӑмахӗсемшӗн Саша ҫилленменнине кура, кӗвӗҫнӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн таврашӗнчи ҫынсем хушшинче Саша Фомашӑн чи ӑсли пек курӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах, кутеж тӗлӗшпе вӑл никамран ҫӑткӑнлӑрах туйӑннӑ; Саша пуринпе те командӑланӑ, пӗрӗн-кайӑн мӗн те пулин ҫӗнни туртса кӑларнӑ, кашни ҫынпах пӗр пек калаҫнӑ: ямшӑкпа та, лакейпа та, матроспа та, хӑйӗн хӗрарӑм тусӗсемпе те, Фомапа та — пуриншӗн те пӗр тан, пӗр чӗлхе пулнӑ унӑн.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн сӑмаххисем Сашӑна ытлах та ҫилентеретчӗҫ, вӑл ӑна виртлетчӗ, вара лешӗ Саша еннелле йӗрӗннӗ пек чалӑшшӑн пӑхса: — Эх, эсӗ, таракан, турӑ йӑнӑшӗ! — тесе хуратчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукаҫи мана хуҫа патне илсе пырсан вӑл Сашӑна мана пулӑшма, вӗрентме хушрӗ, — Саша мӑнкӑмӑллан хӑй куҫхаршисене пӗркелерӗ те: — Вӑл эпӗ хушнине итлени питех кирлӗ мана! — тесе хучӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавна пулах ӗнтӗ Белогорскра Саша пур, Сашӑна пула пирӗн сулӑ пур!Такую важную, что она привязывает его и наш плот вместе с ним к Белогорску!
Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Саша, аллине кинжал тытса, икӗ полицейски патне шуса пынӑ, полицейскисем ҫӳҫӗ саланнӑ хура куҫлӑ хӗре ҫыхнӑ пулнӑ, Саша полицейскисем ҫине сиксе ларнӑ та вӗсене пӗтерсе хунӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Саша вӑтанчӗ, тӳмисене ҫаклатрӗ те ура ҫине тӑчӗ, Лелюков ӑна чарса тӑмарӗ, Саша тухрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Аманнӑ… Батарейӑран… Нивушлӗ Саша? Паллах Саша. Анчах мӗнле майпа? Хӑҫан?» — шухӑшларӗ Черныш командӑсем парса тӑнӑ хушӑра.«Раненый… С батареи… Неужели Саша? Конечно. Саша. Но как? Когда?» — думал Черныш между командами.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Хут ҫук, — Саша пӗр пӳрнине хуҫлатрӗ: — кисточкӑсем тӑкӑнса пӗтнӗ, — Саша тепӗр пӳрнине хуҫлатрӗ: — сӑрӑсем ҫук… — вӑл чӑмӑрӗпе такама юнарӗ.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫавӑнтах, ҫаврӑнса: — Саша, Саша! Пулӑш-ха, эпӗ сӗтӗрсе ҫитерейместӗп! — тесе кӑшкӑрчӗ.— И сейчас же, повернувшись, крикнула: — Саша, Саша! Помоги, мне не дотянуть!
Йывӑр кунсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫул ҫинче ҫемьере юлашки кунсенче пулса иртнӗ кӑмӑллӑ ӗҫсене аса илсе пычӗ вӑл, вӗсем ҫинчен Аннӑна каласа пама шухӑшларӗ — хӗрӗ пӗчченлӗхе ан туйтӑр, хӗрне вӑл Саша хӑйне мӗн тери ҫирӗп тытнине, ывӑлӗ пурӑнас шанчӑк пуррине пӗлтерӗ, ҫирӗп шанчӑках пур, Саша пурӑнатех, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулӗ, тейӗ.
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Час ҫӗмрӗлекен кӗленче, Сашӑн пӗтӗм япали пурӑнать, Саша хӑй ҫук ӗнтӗ.Хрупкое стекло, все Сашины вещи продолжали свою жизнь, а его самого нет.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Саша мӗн тунине сӑнанӑ май, Володя кӑмӑлсӑррӑн ҫапла шутларӗ: ҫук, Сашӑран революционер тухмарӗ, вӑл ученӑй ҫеҫ пулать.Наблюдая за ним, Володя с разочарованием подумал, что нет, не получится из Саши революционера.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хӗрлӗ Калпак — Маняша — вара пурне те палларӗ: хресчен хӗрӗ пек тумланнӑскер — Оля тантӑшӗ, улпут хӗрӗ Саша Шербо; Дон Кихот — Митя юлташӗ Алеша Яковлев; пӗчӗк гном — пӗчӗк асамҫӑ — ҫиччӗри Саша Ишерский иккенне те тӳрех тавҫӑрса илчӗ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.