Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сахал сăмах пирĕн базăра пур.
Сахал (тĕпĕ: сахал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паян Мускавра вӗренсе алла диплом илнӗ ҫамрӑк ентешсен йышӗнче тӑван тӑрӑха таврӑнакан сахал.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тӑхӑр ҫулта ҫивӗч статья сахал мар калӑпланӑ, тавракурӑмне анлӑлатса чӑн-чӑн калемҫӗ пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

24 уйӑхра унти халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ, планри те нумай-ха.

Помоги переводом

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Халӗ те тӑрӑшса вӗренекенсем сахал мар, ҫапах та вӗсене ҫине тӑма пӗлни ҫитмест пек туйӑнать.

Помоги переводом

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

- Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, сирӗн чун киленӗҫӗ сахал мар.

— На сколько я знаю, у вас немало душевной услады.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ӗҫ сахал чухне пушшех сапаланса каятӑн.

Когда работы мало распыляешься.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫӗр ҫывӑрман каҫсем те сахал мар пулнӑ унӑн.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Татах пепке ҫуратасси ҫинчен те, ҫӗнӗ ҫурт лартса уйрӑлса тухасси пирки те сахал мар пуплерӗҫ мӑшӑрӗ таврӑнсан.

Помоги переводом

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӗсен юратӑвне ӑмсанакан та сахал марччӗ.

Помоги переводом

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫи, генерал-майор Евгений Барсуков хӑйӗн докладӗнче иртнӗ ҫул йӗрке пӑсассинчен асӑрханса тӗрлӗ майпа сахал мар ӗҫ пурнӑҫланине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев наркотӗрӗслев ӗҫченӗсене саламланӑ, халӑх хушшинче наркотик сарӑлассинчен асӑрханса профилактика ӗҫӗсене тухӑҫлӑ йӗркелесе ирттернӗшӗн тав тунӑ, вунвиҫӗ ҫул хушшинче ҫӳлерех асӑннӑ служба сахал мар пысӑк ӗҫсем пурнӑҫланине палӑртнӑ.

Глава Чувашии Михаил Игнатьев выразил благодарность сотрудникам органов наркоконтроля за эффективную и системную работу по борьбе и профилактике потребления наркотических средств и психоактивных веществ среди населения, он констатировал, что за 13 лет указанной выше службе удалось добиться значительных результатов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Юлашки вӑхӑтра шкулсене, уйрӑмах ялсенче, хупасси ҫинчен ҫӳрекен сас-хура тӗлӗшпе сахал мар ыйту килме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫамрӑксем вара ахаль те сахал, ҫийӗнчен ялтан пӑраха-пӑраха каяҫҫӗ.

Молодежи и так мало, вдобавок они покидают деревню.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Канӑҫ паман ыйту общество организацийӗн членӗсен сахал мар.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӳтлӗх кӗтекенсем вара Пӑла тӑрӑхӗнче сахал мар.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Мари Элти хут кӑларакан завод юсава хупӑнчӗ, чӗртаварпа тивӗҫтерменнипе асӑннӑ производство кал-кал ӗҫлейми пулчӗ. Халӗ Вологда хулинчи заводпа хутшӑнусем йӗркелетпӗр, хут унтан илсе килме шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен саккас паракан сахал мар», - тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ Юрий Ефимович.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...

Помоги переводом

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Чирӗн пӗрремӗш эрни вӗҫленнӗ тӗлелле пӳресем сиенленнин паллисене асӑрхама пулать - шӑк сахал тухать.

Помоги переводом

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Ҫавӑнпа пӗрлех Люба А.И.Герцен ячӗллӗ РГПУ ирттерекен дистанци конкурсӗсемпе олимпиадӑсене, уҫӑ интернет-конкурссене хутшӑнса пӗлӗвне ӳстерет, ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар.

Помоги переводом

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ҫак ӗҫре ӑна ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ те сахал мар пулӑшу кӳрет.

В этом деле ей приносит немало помощи и сельский женский совет.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней