Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сара (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк хыттӑн уҫӑлса кайрӗ, кабинета ҫамрӑк та савӑнӑҫлӑ, сухалне яп-яка хырса питне пудра сапнӑ сара кӑтра ҫӳҫлӗ Иван Шамрай утса мар, вӗҫнӗ пек кӗчӗ.

Дверь резко распахнулась, и в кабинет не вошел, а влетел Иван Шамрай, молодой, жизнерадостный, с гладко выбритым, напудренным лицом и с курчавым русым чубом.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Иртсе ҫӳремелли хушӑсене тап-таса шӑлса тасатнӑ, ҫиелтен кӑштах юханшыв хӗрринчи сара хӑйӑрпа сапкаласа тухнӑ.

Проход чисто выметен и слегка присыпан желтым речным песком.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр тенӗ пек кӑна пурӑнтӑм, пирус сутрӑм, сарӑ, симӗс, сара раксем тытрӑм, — сенкер раксем пурпӗрех пӗрре те лекмерӗҫ.

Я просто жил день за днем, торговал папиросами и ловил раков, желтых, зеленых, серых, – голубой так и не попался ни разу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мартӑн 29-мӗшӗнче Автохулари Сара Садыкова ячӗллӗ концерт залӗнче Шупашкартан килнӗ артистсем пӗр чӑваш юрри хыҫҫӑн теприне юрласах тӑчӗҫ.

29-го марта в концертном зале имени Сары Садыковой в Автогороде приехавшие из Чебоксар артисты пели одну за другой чувашские песни.

Виҫӗ сехете тӑсӑлнӑ концерт // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... a-kontsert

44. Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Имнаран — Имна ӑрӑвӗ, Ишваран — Ишва ӑрӑвӗ, Верияран — Верия ӑрӑвӗ; 45. Верия ывӑлӗсенчен: Хевертан — Хевер ӑрӑвӗ, Малхиилран — Малхиил ӑрӑвӗ; 46. Асир хӗрӗн ячӗ Сара; 47. Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын.

44. Сыны Асировы по поколениям их: от Имны поколение Имнино, от Ишвы поколение Ишвино, от Верии поколение Вериино; 45. от сынов Верии, от Хевера поколение Хеверово, от Малхиила поколение Малхиилово; 46. имя дочери Асировой Сара; 47. вот поколения сынов Асировых, по исчислению их: пятьдесят три тысячи четыреста.

Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Турӑ Авраама татах каланӑ: Сарӑна, хӑвӑн арӑмна, Сара тесе ан чӗн, унӑн ячӗ Сарра пултӑр; 16. Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пиллӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ, тенӗ.

15. И сказал Бог Аврааму: Сару, жену твою, не называй Сарою, но да будет имя ей: Сарра; 16. Я благословлю ее и дам тебе от нее сына; благословлю ее, и произойдут от нее народы, и цари народов произойдут от нее.

Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. [Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ.

8. И сказал [ей Ангел Господень]: Агарь, служанка Сарина! откуда ты пришла и куда идешь?

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сара вара Агаре хӗсӗрлеме пуҫланӑ, лешӗ ун патӗнчен тухса тарнӑ.

И Сара стала притеснять ее, и она убежала от нее.

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ.

5. И сказала Сара Авраму: в обиде моей ты виновен; я отдала служанку мою в недро твое; а она, увидев, что зачала, стала презирать меня; Господь пусть будет судьею между мною и между тобою.

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫлани вунӑ ҫул иртсессӗн, Аврам арӑмӗ Сара хӑйӗн тарҫине, Египет хӗрне Агаре, упӑшки валли арӑмлӑха панӑ.

3. И взяла Сара, жена Аврамова, служанку свою, Египтянку Агарь, по истечении десяти лет пребывания Аврамова в земле Ханаанской, и дала ее Авраму, мужу своему, в жену.

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аврам Сара сӑмахне итленӗ.

Аврам послушался слов Сары.

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Сара Аврама каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫамӑр манӑн варӑма ача ҫуратмалла мар питӗрсе лартнӑ; эсӗ манӑн тарҫӑм патне кӗр: тен, манӑн ун урлӑ ача пулӗ, тенӗ.

2. И сказала Сара Авраму: вот, Господь заключил чрево мое, чтобы мне не рождать; войди же к служанке моей: может быть, я буду иметь детей от нее.

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Анчах Сара — Аврам арӑмӗ — ӑна ача ҫуратса паман.

1. Но Сара, жена Аврамова, не рождала ему.

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫитсессӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ; 15. ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫуртне илсе пынӑ.

14. И было, когда пришел Аврам в Египет, Египтяне увидели, что она женщина весьма красивая; 15. увидели ее и вельможи фараоновы и похвалили ее фараону; и взята была она в дом фараонов.

Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Сара тип варлӑ пулнӑ, унӑн ача пулман.

30. И Сара была неплодна и бездетна.

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Аврампа Нахор хӑйсем валли арӑмсем илнӗ; Аврам арӑмӗ Сара ятлӑ пулнӑ; Нахор арӑмӗ Милка ятлӑ пулнӑ.

29. Аврам и Нахор взяли себе жен; имя жены Аврамовой: Сара; имя жены Нахоровой: Милка.

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрарӑм Настьӑпа Сара патне килсе ҫӳрет.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗчӗк Сара килте ӗне сумаллине лайӑх чухланӑ — витре йӑтса картише тухнӑ.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп», — тесе ыталать Сара Зилене.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сара тӑван амӑшне манман, ӑна астӑвать.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней