Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Эпир пурсӑмӑр та ҫӗре ӳкрӗмӗр; унтан эпӗ хама еврейла калакан сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: «Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн?
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл манпа юнашар тӑчӗ те: «Савл тӑванӑм, куракан пул!» терӗ.13. пришел ко мне и, подойдя, сказал мне: брат Савл! прозри.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн?» теекен сасӑ илтрӗм.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм, хама: «Савл!
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Павел теекен Савл Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, ун ҫине вирлӗн пӑхса 10. ҫапла каланӑ: эй шуйттан ывӑлӗ, пӗтӗм тӳрӗлӗх тӑшманӗ! эсӗ тӗрлӗ ултавпа та усаллӑхпа тулса ларнӑ! Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ҫулӗнчен аташтарса яма чарӑнӑн-и?
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Варнавӑпа Савл, хӑйсене Таса Сывлӑш янӑскерсем, Селевкие ҫитнӗ, унтан карап ҫине ларса Кипра кайнӑ; 5. Саламина ҫитсессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче вӗрентнӗ; пулӑшса тӑма хӑйсемпе пӗрле Иоана та илсе ҫӳренӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Антиохири ӗненекен ушкӑнра ҫакӑн пек пророксемпе вӗрентекенсем пулнӑ: Варнава, Нигер теекен Симеон, Киринея ҫынни Лукий, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑракан Иродпа пӗрле вӗренсе ӳснӗ Манаил тата Савл.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйсене хушса янӑ ӗҫе туса пӗтерсессӗн, Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохие таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе килнӗ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗренекенсем вара харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма пулнӑ; 30. вӗсем вара ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савл урлӑ пресвитерсене парса янӑ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Савл вара вӗсемпе пӗрле кӗрсе-тухса ҫӳресе Иерусалимра пурӑннӑ, Иисус ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑн вӗрентнӗ.28. И пребывал он с ними, входя и исходя, в Иерусалиме, и смело проповедывал во имя Господа Иисуса.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара ӑна апостолсем патне Варнава ертсе кайнӑ, вӑл вӗсене Савл епле ҫул ҫинче Ҫӳлхуҫана курнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗн каланине, вӑл Дамаскра епле хӑюллӑн Иисус ҫинчен вӗрентнине каласа кӑтартнӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Савл Иерусалима ҫитнӗ те вӗренекенсемпе хутшӑнасшӑн пулнӑ; анчах вӑл вӗренекен иккенне шанмасӑр, пурте унран хӑранӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Анчах та Савл вӗсен каварӗ ҫинчен пӗлнӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Савл ӗнтӗ хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланса пынӑ, Иисус шӑпах Христос пулнине ҫирӗплетсе парса, вӑл Дамаскра пурӑнакан иудейсене нимӗн чӗнейми тунӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗренекенсемпе пӗрле Савл темиҫе кун хушши Дамаскра пурӑннӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскерле хупӑ хӑпӑнса ӳкнӗ те, вӑл куракан пулнӑ; вӑл ӗнтӗ тӑнӑ та тӗне кӗнӗ; 19. апат ҫисессӗн ӑна вӑй та кӗнӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анания кайнӑ та, ҫав ҫурта кӗрсе, Савл ҫине аллине хурса каланӑ: Савл тӑванӑм! эсӗ ҫулпа пынӑ чухне хӑвна курӑннӑ Иисус Ҫӳлхуҫа мана санӑн куҫна уҫма, сана Таса Сывлӑшпа хӑватлӑлантарма ячӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та Тӳрӗ теекен урама кай, унта Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине шыраса туп; халӗ вӑл кӗлтӑвать-ха, 12. ӑна хӑй патне Анания ятлӑ ҫын килни, ҫавӑ ӑна куракан тӑвасшӑн ун ҫине аллине хуни курӑннӑ, тенӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Савл ҫӗртен тӑнӑ та, куҫӗ уҫах пулин те, никама та курман.8. Савл встал с земли, и с открытыми глазами никого не видел.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сехӗрленсе те чӗтресе, Савл: эй Ҫӳлхуҫамӑм! мӗн тума хушатӑн мана? тенӗ.6. Он в трепете и ужасе сказал: Господи! что повелишь мне делать?
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2