Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑпах эсир анлӑ пӗлӳллӗ, ӑс-хакӑл енӗпе аталаннӑ ҫамрӑксене ҫитӗнтеретӗр, вӗсем Чӑваш Республикин тата пӗтӗм Раҫҫейӗн пуласлӑхӗн никӗсне хывӗҫ.
Олег Николаев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/05/glav ... et-s-dnyom
Хӑмла туса илес тӗлӗшпе республика Раҫҫейӗн тӗп регионӗ пулса тӑчӗ.Республика продолжает оставаться основным хмелепроизводящим регионом России.
Олег Николаев ял хуҫалӑхпа тирпейлекен промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/10/10/glava- ... et-s-dnyom
Шуряков чӑваш - Раҫҫейӗн - 28 хут, Европӑн - 19 хут, тӗнчен 30 хут чемпионӗ, Гиннес кӗнекин тӗнче рекордсменӗ…
Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii
Официаллӑ политикӑра (вӑл вӑхӑтчен китайсене Ива картинчен ҫурҫӗреллерех куҫма чарнӑ пулнӑ) ҫакнашкал йышӑну туни Маньчжурири халӑха ӳстерсе Раҫҫейӗн территори экспансине (вӑл нумай пулмасть кӑна Амурҫумпа Тинӗсҫума пӗрлештернӗ пулнӑ) чарса лартма май парӗ, вырӑнти хысна тупӑшӗ ӳсӗ те ҫапла май Ялав ҫарӗсен шалу парӑмне тӳлесе татма май пулӗ тесе шутланипе ҫыхӑннӑ.
Хулань // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A5%D1% ... 0%BD%D1%8C
Раҫҫейӗн аграри регионӗсен йышӗнче Чӑваш Ен ӑнӑҫлӑ аталанать.
Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/08/31/glava- ... et-s-dnem-
Эпир хамӑрӑн мухтавлӑ олимпиецсемпе, Раҫҫейӗн спорт историне кӗнӗскерсемпе, мӑнаҫланатпӑр.Мы гордимся нашими прославленными олимпийцами, вписавшими свои имена в спортивную летопись России.
Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/14/glav ... et-s-dnyom
Чи маттур спортсменсене — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисен членӗсене — хавхалантарма стипендисем туса хунӑ, Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисенче палӑрнӑ спортсменсемпе тренерсене паракан премисен виҫине палӑрмаллах пысӑклатнӑ.
Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/14/glav ... et-s-dnyom
Пирӗн республика чаплӑ ӑсчахӑн Алексей Крыловӑн — пирӗн мухтавлӑ ентешӗн, Раҫҫейӗн карапсем тӑвас ӗҫне аталантарассине калама ҫук пысӑк тӳпе хывнӑскерӗн, — тӑван ҫӗршывӗ пулса тӑрать.
Тинӗс-ҫар флочӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/07/25/glav ... aet-c-dnem
Вӗсем - Раҫҫейӗн иртнӗ ӑрусене тата истори пулӑмӗсене асра тытакан наци пуянлӑхӗ.Они — национальное достояние России, хранящее память о прошлых поколениях и исторических событиях.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри "Деревья - памятники живой природы" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗпе Сергей Пальчиковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=48 ... f6a534ee30
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче 1916-мӗш ҫулхи сентябрӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви союзлӑ тата туслӑ ҫыхӑну тытакан государствӑсен правительствисем патне ҫакӑн пек нота янӑ:
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ «Мегаполис» банка лицензисӗр тӑратса хӑварнӑ.
«Мегаполис» банк лицензисӗр юлнӑ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/28186.html
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла, ҫав кунах, пуш уйахӗн 15-мӗшӗнче,Шупашкарта, Мускавра тата Раҫҫейӗн ытти хулисенче «Крыма тӗрек парассишӗн» текен акци те иртнӗ.
Шупашкарти тата Мускаври вӑрҫа хирӗҫ ирттернӗ акцисенче чӑваш ялавӗ те палӑрнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулисенче Крымпа Украинӑна вӑрҫӑпа кӗрессине хирӗҫ акцисем иртнӗ.
Шупашкарти тата Мускаври вӑрҫа хирӗҫ ирттернӗ акцисенче чӑваш ялавӗ те палӑрнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ку шухӑша Михаил Игнатьевпа парламент партийӗсен ертӳҫисем тӗл пулнӑ чух РЛДП (Раҫҫейӗн либерал-демокрачӗсен партийӗ) ертӳҫи Андрей Кулагин сӗннӗ.
Депутат Чӑваш Енре алкогольлӗ шӗвеке туса кӑларассине ӳстерме сӗннӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Лекци «Тутар халӑх историйӗ» ярӑма кӗрсе юлнӑ, ӑна вулаканӗ – Халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнусен тата Раҫҫейӗн тулаш политикин кафедрин доценчӗ, Ильдар Ахтамзян.
Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар пирки ирттернӗ лекцие хиджаб тӑхӑннӑ мӑсӑльман хӗрӗсене кӗртмен // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Леонид Прокопьева, «Чӑваш Республикипе Раҫҫейӗн паллӑ патшалӑх тата халӑх ӗҫченне» халалласа асӑну хӑми уҫнӑ.
Шупашкарта Леонид Прокопьева халалласа асӑну хӑми уҫнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ҫавӑн пекех курултай тутар халӑхӗ ӑҫта пурӑнсан та вӑл — пӗрлӗхлӗ, пайланми Раҫҫейӗн вырӑнти халӑхӗ тесе палӑртать.
Тутарсен курултайӗ Пушкӑртӑн пӗр пайне Тутарстанпа пӗрлештересшӗн // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Шыравҫӑ ӗҫлеме пуҫланӑ кунхинех усӑҫсем пӗр кӑсӑклӑ япала сӑнанӑ: региона суйламалли эл ҫинче Раҫҫейӗн пур регионне те тенӗ пекех тулли ячӗпе ҫырнӑ.
Раҫҫейри шыравҫӑ Чӑваш Ене республика статусӗнчен хӑтарнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Арбитраж сучӗ Чӑваш Ен «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересне пӑсать» тесе вӗренӳ ҫуртне Раҫҫейӗн тесе йышӑннӑ.
Мускав Тӑвайри учительсене хатӗрлекен семинарине юсамашкӑн укҫа уйӑрнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Арбитраж сучӗ Чӑваш Ен «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересне пӑсать» тесе вӗренӳ ҫуртне Раҫҫейӗн тесе йышӑннӑ.
Мускав Пӑрачкаври семинарине юсамашкӑн укҫа уйӑрнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах