Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ мӗн тесен те, Кира амӑшӗ шухӑшӗпе, ҫав, вилнӗ Варвара Рабинович хӑйӗн чапа тухнӑ пӗтӗм шкулӗпе ҫак хӗрӗн «пушмак патушине те тӑмасть, хӗрӗ вара кӑкӑр ӗмнӗ чухнех «маска сассине илме пултарнӑ», халӗ ӗнтӗ Пушкина та чапа тухнӑ Степанянран кая мар вулать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрача сӑвӑсем те сассине вылянтарсах вулама пӗлет имӗш, ку ӗҫпе вара Кира амӑшӗ пайтах ӗҫленӗ иккенне сисетӗрех эсир, вӑл вӗт мухтанчӑка тухнӑ Варвара Рабинович шкулӗн йӑлине йӑлтах хирӗҫ пырать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Александра Дмитриевнӑн та мӗн те пулин каласа кӑтартасси килетчӗ, вӑл каллех Варвара Рабинович ҫинчен сӑмах хускатӗ тесе эпир, Кирӑпа иксӗмӗр, хӑрасах тӑтӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темле Варвара Рабинович ҫинчен сӳпӗлтетеҫҫӗ тата, ҫӗрминне анса кайтӑрах вӑл…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун амӑшӗпе хӑшпӗр чух икшер сехет те калаҫаттӑмӑр, анчах вӑл пӗрмаях темле Варвара Рабинович ҫинчен калатчӗ, вӑл та декламаторша иккен те пысӑк чапа тухнӑскер имӗш, Кира амӑшӗ пӗр вӑхӑтра ун патне вӗренме пымашкӑн та шутланӑ-мӗн, анчах ҫав Варвари ана «ытла вӗҫкӗнӗн» йышӑннӑ иккен те вара тин ун патӗнче вӗренес шухӑшран сивӗннӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1